Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç çыннисен пĕрлĕхĕ - ăнăçу никĕсĕ

Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Районĕпе илсен ака уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 7087 гектар акнă. Ку вăл планпа палăртнин 84,2 проценчĕ. 9 ял хуçалăх предприятийĕнче çуртрисене акса пĕтернĕ.

«Санары» агрофирмăра çултан çул ял хуçалăх культурисен лаптăкне пысăклатма тăрăшаççĕ. Кăçал кунта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 440 гектар акса хăварнă. Çурхи  тулă 174 гектар, урпа 246, сĕлĕ 20 гектар йышăнать. Ахăртнех, агрофирмăра вăй хуракансене çур акие кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме пĕрле тачă çыхăнса ĕçлени пулăшнă. Туслăхра - вăй тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр.

«Агрохмель», «Кольцовка» агрофирмăсенче те çуракие вăхăтра ирттересипе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Хальлĕхе кунта тырă 280 (84,8 процент) тата 260 гектар (87,8 процент) акнă. Ытти хуçалăхсен ĕç хăвăртлăхне ÿстерессипе тимлемелле. «МТСăн» тĕш тырăсене тата 120 гектар (95 процент), «Родник» агрофирмăн 200 (57 процент), «Гвардеецăн» 460 (80 процент), «Броневикăн» 135 (47 процент), «Лучăн» 70 (47 процент), «Юнтапан» 180 (45 процент), «Правдăн» 160 гектар (33,3 процент) акмалла.

Районта ирхи çĕр улми 31 гектар («Агрохмель» - 20, «Хорнзор» - 10, «Победа» - 1 гектар), выльăх кăшманĕ 3 гектар («Юнтапа» кооператив) лартнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться
;