Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Экспонатсем йышланаççĕ

Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килнĕ май Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров ячĕпе хисепленекен Мăн Явăшри  вăтам шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейне Тăван Çĕршывăн Аслă  вăрçипе çыхăннă экспонатсем хутшăнсах тăраççĕ. Вĕсем хĕрÿ çапăçăва хутшăннă ентешсен кун-çулĕпе тĕплĕн паллашма  пулăшаççĕ. Сăмахран, музее Мускавра пурăнакан запасри подполковник Геннадий Викторов «Сыны отечества: воспоминания и размышления» ятлă кĕнекине ярса панă. Вĕренекенсем, иртнĕ вăрçăна хутшăннă паттăрсен çĕнтерĕвĕсемпе паллашнă май, кĕнеке авторне чĕререн тав тунă.

Музей директорĕ В.Толстов хыпарланă тăрăх, халĕ Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕнче вăрçă темипе çыхăннă экспонатсен шучĕ икĕ пинтен те иртет. Вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама пысăк пулăшу кÿреççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться
;