Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

КРЕМЛЬ ВЕТЕРАНСЕНЕ САЛАМЛАТЬ

Çулсерен Раççей Почти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем патне Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсене çитерет. Чăваш ене халь ĕçлекен çĕршыв пуçлăхĕсенчен пĕтĕмпе 59595 çыру килсе çитнĕ. Пирĕн районти ветерансем ячĕпе 3940 çыру адресланă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн саламлă çырăвĕсене мĕнпур вăрçă ветеранĕ, çав шутра тыл ĕçченĕсем те, илĕç. Чăваш енре паян вăрçă вутне кĕнисем пĕтĕмпе 5913-ĕн пурăнаççĕ. Çапăçăва вара 208 пин çын кĕнĕ (республикăра пурăнакансен 1/5 пайĕ), вĕсенчен çурри ытла - 106 пин - паттăрăн çапăçса пуçĕсене хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться
;