Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паллă атлет Шупашкара килет

Мĕнпур вăхăтри тата мĕнпур халăхсен чи титуллă спортсменĕ - хăвăрт утассипе тăватă хутчен олимп чемпионĕ Роберт Корженевский - Шупашкара XXIII Тĕнче кубокне килме хатĕрленет. Паллах, паллă поляк старта тухмасть, вăл - Испанин пĕрлештернĕ командин тренерĕ. Каласа хăвармалла, 2003 çулта, Шупашкарта иртнĕ Европа кубокĕнче, çак команда Раççей арçынсемшĕн тĕп конкурент пулнăччĕ.

Корженевский хăвăрт утассипе олимп «тÿпине» тĕлĕнмелле хăпарнă спортсменсенчен пĕри - пĕр Олимпиадăрах вăл 20 тата 50 километрлă дистанцисенче харăсах икĕ ылтăн медаль çĕнче илнĕ. Ку 2000 çулта Сиднейри вăйăсенче пулнă. Ун чухне Чăваш ен скорохочĕ Владимир Андреев 20 километрта бронза призер пулнăччĕ.

Роберт Корженевский пурнăçри юлашки олимп дистанцине 2004 çулта Афинăра утнă. Ку ăмăртура, вăл стадионра пуринчен малтан курăнса кайсан, куракансем суперчемпиона ура çине тăрса  тăвăллăн алă çупса саламланă. Çак кунтан çĕнĕ легенда çуралнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться
;