Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сĕтел çинчи теннис

Патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен те шăматкун официаллă костюмсене спорт формисемпе улăштарма тивнĕ. Çапла тума вĕсене ку сферăра тимлекенсен VII спартакиади йыхравланă.

Сĕтел çинчи теннисла выляса мала тухассишĕн финалта пурĕ вунă команда тупăшнă. Район команди - социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов, Вăрнар хула поселенийĕн                                Владимир Федоров тата  Алина Шоркина - зонăри турнирта иккĕмĕш пулнăччĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ тапхăрта хăйĕн ушкăнĕнче Элĕк, Комсомольски, Пăрачкав тата Шупашкар район администрацийĕсен командисемпе тĕл пулнă, пурне те 3:0 шутпа парăнтарнă. Финалчченхи вăйăсем те красноармейскисене çĕнтернипе вĕçленнĕ. Пĕрремĕш вырăншăн комсомольскисемпе тупăшнă, вĕсене те 2:1 шутпа выляса илнĕ, Кубока тата диплома тивĕçнĕ.

 

ВОЛЕЙБОЛ енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕн финалĕ Вăрмар поселокĕнче иртнĕ. Зонăри вăйăсенче çĕнтерсе унта пирĕн районти арçынсен команди те хутшăнма тивĕçнĕ.

Чемпионатăн малтанхи турĕсенче хĕрарăмсем те - Г.Павлова, Е.Кустина, С.Емельянова, Л.Эндерова, И.Петрова, А.Волкова, А.Григорьева, А.Сильвестрова, Т.Ермеева, О.Феофанова, М.Александрова - япăх мар ăмăртнăччĕ. Шел, районăн пĕрлештернĕ команди финала тухаймарĕ.

Арçынсем кăçалхи сезонра ăнăçлă вылярĕç. Çакă командăна ăста волейболистсем чăмăртаннипе те çыхăннă, ун йышĕнче паян Сергей Павлов, Костя Сидоров, Алексей Шоркин, Дима Паймулкин, Владимир Иванов, Вадим Кириллов, Александр Михайлов, Алексей Лавров выляççĕ.

Иртнĕ эрне вĕçĕнчи вăйăсенче вăрнарсем сĕнтĕрвăррисен, вăрмарсен, каçал-енсен сечĕсене 2:0 шутпа выляса илнĕ. Тĕп парти уйрăмах çивĕч иртнĕ. Çакна сет пĕтĕмлетĕвĕсем те çирĕплетеççĕ: 22:24, 27:29. Шел, вăрнарсем майлă мар. Вĕсем кĕмĕл призерсем пулса тăнă. Пĕрремĕшсем - пăрачкавсем.

ÇĂМĂЛ АТЛЕТИКА. Чупуçăсем иртнĕ эрне пуçламăшĕнче кăна районти стартра вăй виçнĕччĕ, вĕçĕнче вара республикăна тухрĕç.

1991-1992 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче икĕ километрлă дистанцире Аçăмçырми хĕрачи Таня Ефимова (халĕ Шупашкарти олимп резервин училищинче вĕренет) чи лайăх результат кăтартнă - пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ку дистанцирех Шĕнер Ишекри вăтам шкул хĕрачи Мальвина  Михайлова та çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ял хуçалăх техникумĕн студенчĕ Сергей Политов виçĕ километрлă дистанцире улттăмĕш пулнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться
;