Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тирпей-илем кĕртрĕç

Нумайччен кĕтнĕ çуркуннехи ăшă та çутă кунсем çитрĕç. Юр ирĕлсе пĕтрĕ, шывсем кĕрлесе юхрĕç. Кама савăнтармĕ-ха ырă çанталăк; Анчах та кама килĕшĕ-ха юр кайса пĕтнĕ хыççăн тухнă çÿп-çап, хăрăк турат тата çулçă куписем; Паллах, никама та. Çавăнпа та ака уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче Иртеменкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта тасалăх кунне йĕркелерĕç.

Чи малтанах йывăçсем çинчи хăрăк туратсене иртрĕмĕр. Аслăрах классенчи арçын ачасем ку ĕçе питĕ хастар хутшăнчĕç. Йывăç тураттисене çĕклемĕн-çĕклемĕн йăтрĕç. Хĕр ачасем те кая юлмарĕç. Шкул территоринчи çулçăсене кĕреплесе пуçтарчĕç. Кĕçĕн классем те аслисемпе танах вăй хучĕç. Çĕнтерÿ палăкне те тасатмасăр хăвармарĕç. Çапла, темиçе сехет хушшинче пурте пĕрле тăрăшнипе шкул таврашĕ тап-таса пулса тăчĕ. Пăхсассăн - чун савăнать.

Нумаях пулмасть çакăн пек тасалăх кунĕ Элмен Сунар ялĕнче те иртрĕ. Ачасем кил-çурт таврашĕнче, çырма-çатра хĕррисенче çамрăк хунавсем лартса тухрĕç. Пурĕ 368 йывăçа лартрĕç. Çак ĕçре чи хастаррисем С.Иванов тата С.Сидоров пулчĕç.

Халĕ манăн тăван шкул та, тăван ял та илемĕпе илĕртеççĕ. Эпĕ вара çынсем çак тасалăха тытса тăрассине шансах тăратăп.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться
;