. Чăваш чĕлхи кунĕ: «Тăван чĕлхе туртăмĕ»
И.Я.Яковлев 160 çул тултарнă ятпа Хирпуçĕнчи ял библиотекинче кĕçĕн классенче вренекенсемпе калаçу ирттернĕ. Чăваш халăхне çутта кăларассишĕн керешнĕ çын çинчен чылай çĕннине пĕлчĕç ачасем. «Чувашия – жемчужина Поволжья» ятлă дискпа паллашрĕç . «Ĕмĕрхи ĕмĕте упрар» ятлă кĕнеке куравĕ тăрăх паллă ентешĕмĕрĕн хăй çырнă хайлавсемпе те, унăн пурнăçне сăнланă кĕнекесемпе те кăсăкланчĕç
Апрелĕн 25-мĕшĕ Чăваш чĕлхи кунĕ те пулнă май «Тăван чĕлхе туртăмĕ» викторина ыйтăвĕсем çине те хуравлареç.