«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль çĕнтерÿçи - Санарпуç шкулĕнчи Саша Михайлов
Тăван ен кашни çыншăнах чи хакли, чи юратни, чи хитри, чи ăшши. Кашниех хăй енĕпе мухтанма хапăл. Эпир те хамăр ентешсемпе мăнаçланма пултаратпăр. Йывăр саманара шкул çĕклесси, шкул ачисене пĕлÿ парасси йĕркеленсе пыма пултарни тĕлĕнтермĕш мар-и? Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтерĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ çынсенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнă, укçа-тенкĕрен йывăр пулнине пăхмасăр çĕнĕ шкулсем уçнă. Çĕнĕ ăру вĕсем çинчен пĕлнине, вĕсене хисеплесе тав тунине тивĕçлĕ вĕсем.
И. Яковлева тата Чĕмпĕр шкулне асăнса çак кунсенче республикăра чылай мероприяти иртет. Нумаях пулмасть Шупашкарта «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ. Пирĕн районти шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç çак уявра. Санарпуç шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Михайлов Александр вара тĕпчев ĕçĕпе мультимеди презентацийĕсене хатĕрлес конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçме пултарчĕ. Тăрăшса тунă ĕçе комиссии членĕсем пысăк хак пачĕç, çывăх вăхăтра Саша «Орленок» лагерьне канма кайма çул тытĕ.
Тĕпчев ĕçĕнче Саша Чĕмпĕр шкулĕнче тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ панине кăтартма тăрăшнă. Çавăн пекех Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕ, каярах Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ ентешсем çинчен те пĕлме тăрăшнă.
Ентешсем çинчен вара тĕпчев ĕçĕсем пит нумаях мар. Ку ĕçре ытларах Вăрнар районĕн энциклопедийĕ пулăшнă. Александров Г. кĕнекипе те тухăçлă усă курнă. Юлашки вăхăтра ялсенче историпе кăсăкланма пуçлани, ял историйĕ çинчен кĕнекесем кăларма вăй çитерни пит аван. Çĕрпел, Уравăш ялĕсен историйĕ пирки, ялти паллă çынсем пирки кăларнă кĕнекесем пурри ĕçе çăмăллатнă. Презентации вĕçĕнче вара Саша куракансене çĕкленÿллĕ юрăпа савăнтарчĕ.
Ĕçе пĕтĕмлетес пулсан çакна палăртса калама пулать. Яковлев шкулĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Чăваш шкулĕн ĕçĕ чăваш чĕлхине, чăвашлăха упраса хăварас тĕлĕшпе, культурине аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăнса тăрать. Çак ĕçре Вăрнар районĕнчен вĕренсе тухнă çынсен тÿпи те пур.
Чĕмпĕр шкулĕнче 28 ентеш (е ытларах та) вĕреннĕ, вĕсенчен 4 хĕр ача. Ытларах Утар, Сăкăт, Мăн Явăш, Хапăс ялĕсенчен, Мăньялтан. Паллăраххисем: Горский Семен Петрович (Вăрман Кипек ялĕ) «Очерки по истории чувашского литературного языка дооктябрьского периода», «Хальхи чăваш литература чĕлхин синтаксисĕ», «Чăваш чĕлхинче чарăну паллисем лартасси» кĕнекисемпе паллă, профессор; Петров (Тинехпи) Михаил Петрович (Мăньялтан) “Атăлçи пăлхарсен çĕр ĕçĕ”,“Исследования по истории Чувашии и чувашского народа” кĕнекесем пичетленĕ; Михайлов Ананий Михайлович (Элтиван) Мăн Явăшран, сăвăç, этнограф; Орлов Петр Иванович Уравăшран – поэт, фольклорист.
Ентешсенчен ытларахăшĕ хăйсен пурнăçне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вĕрентекенсем шкул ĕçĕсĕр пуçне чăваш халăх историне, фольклорне тĕпченĕ. Революции, политика витĕмне пула чылайăшĕн кун-çулĕ репрессипе çыхăннă, тĕрмере ларнисем те нумай.
Сашăна ĕçе йĕркелесе çырма пулăшаканĕ Санарпуç шкулĕнче воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ – Александрова В.А. Саламлатпăр Сашăна, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.