Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿ кунĕ - ачасен куçĕпе

«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ ачасемпе çамрăксем хушшинче творчество ĕçĕсен конкурсне ирттерет. Ăна Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул çитнине халалланă.

Раççей историйĕнче Çĕнтерÿ пĕлтерĕшне ÿстерес, вăл наци шухăшлавĕ çине витĕм кÿнине палăртас тата çамрăксене патриотла воспитани парас, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене хисеплеме вĕрентес тĕллевлĕ конкурс темиçе номинаципе иртет: «Чи лайăх сочинени (творчество ĕçĕ)», «Чи лайăх ÿкерчĕк», «Чи лайăх  сăн ÿкерчĕк», «Алăпа ăсталанă чи лайăх ĕç».

Творчество ĕçĕ валли палăртнă темăсем: «Манăн килти медаль», «Çĕнтерĕве тылра та туптанă», «Манăн çемье - çĕршыв хÿтĕлевçи», «Манăн асатте - çĕнтерÿçĕ!», «Çĕнтерĕвĕн хакĕ», «Вĕсем Тăван çĕршывшăн кĕрешнĕ» (вăрçă участникĕсен аса илĕвĕсем, вăрçă çинчен калакан шухăшсем т. ыт. те).

Конкурс виçĕ ÿсĕмпе иртет: 7 çулчченхи ачасем* 1-7-мĕш классенче вĕренекенсем* аслă  классенче, училище-техникумсенче вĕренекенсем.

Ĕçсене «Единая Россия» партин Чăваш енри регион уйрăмне (Шупашкар хули, Ленинградски урамĕ, 32-мĕш çурт) тата вырăнти уйрăмсене ярса памалла. Çĕнтерÿçĕсене лауреат дипломĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чыслĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;