Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ

Нумаях пулмасть, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем Аçăмçырминчи тата Вăрнарти 1-мĕш шкулсене савăнаçлă миссипе - учительсемпе вĕренекенсене грамотăсемпе чыслас тĕллевпе килсе çитнĕ.

Вĕсене ачасемпе вĕрентекенсем ГИБДД управленийĕ - пĕлтĕрхи ноябрьте ирттернĕ «Çуран çÿрекен - водитель - тус» республика конкурсĕнче малти вырăнсене йышăнса тивĕçнĕ.

Районти учительсем хушшинче çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - Аçăмçырминчи Полина Хрисановна Яковлева тата Вăрнарти 1-мĕш шкулти Елена Александровна Гнилушина.

Ачасем те аслисенчен кая мар пĕлÿ кăтартнă, малти вырăнсене тухнă. Вĕсем - Вăрнарти 1-мĕш шкулти 3 «б» класра вĕренекенсем  Ирина Арсентьева, Сергей Воробьев, Олег Федоров (класс ертÿçи  - Нина Васильевна Бурмистрова). 2 «б» класра пĕлÿ пухакан Виктория Козлова вара (класс ертÿçи - Лилия Михайловна Степанова) тÿрех икĕ номинацире призер пулса тăнă, ЧР Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн пуçлăхĕ алă пуснă икĕ грамотăна илме тивĕçнĕ. Ку шкулти  3 «б» тата 2 «б» класс ертÿçисем ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессине тата çул çинче хăйсене мĕнле тытмаллине ăнлантарассине, ку тĕлĕшпе ачасен пĕлĕвне ÿстерессине пысăк тÿпе хывнине уйрăммăнах палăртса хăварас килет.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;