Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçленĕшĕн вăй пĕтмест

Пĕр-пĕрне пулăшни пуриншĕн те аван. Уйрăмах ватă çынсем çакăншăн мĕнлерех савăнаççĕ. Миçе тав сăмахĕ калаççĕ, шучĕ те çук.

Канмалли кунсенче эпĕ асаннепе асатте патне çул тытатăп. Ватă çынсене пĕшкĕнсе урай сĕрме кансĕр, ку вĕсемшĕн пысăк ĕç вырăнĕнче. Асанне манпа мухтанать, пĕчĕклех тирпейлĕхе хăнăхса пыратăн тет.

Эпĕ юартнă аннене те пулăшма манмастăп. Нимĕнле ĕçе те тиркесе тăмастăп, тытатăп та тăватăп. Килте хĕр ачасенчен асли пулнă май ĕçĕ те тупăнсах пырать. Анне тирпейлĕхе вĕрентет, пулăшать.

Вăй пур чух, май пур чух пулăшасчĕ пĕр-пĕрне. Ĕçленĕшĕн нихăçан та вăй пĕтмест, сывлăх çеç çирĕпленет.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;