Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен

Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен теççĕ. Ăс-тăна пуянлатма, тавракурăма анлăлатма вара хальхи вăхăтра мелĕсем туллиех. Телевизорпа мĕн тĕрлĕ канал çук-ши, чылайĕшĕн компьютерсем пур. Анчах вĕсем çавах кĕнекене улăштараймаççĕ.

Калинино библиотекинче ĕçлеме пуçланăранпа мĕн асăрхарăм-ха; Унăн чи активлă вулаканĕсем - пуçламăш классенче вĕренекенсем. Вĕсем кашни кун, е кун сиктерсе тенĕ пек библиотекăна çÿреççĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем сахалтарах çÿреççĕ, çапах та приключенилле кĕнекесемпе, фантастикăпа интересленекенсем пур. Аслă классенчи вулакансем шкул программине кĕрекен произведенисене ытларах ыйтаççĕ.

Ĕçлекенсем хушшинче те активлă вулакансем чылай. Хăшĕ-пĕри кĕнекесĕр пĕр кун та пурăнма пултарайманни палăрать. Чи активлисем - вĕрентекенсем. Сăмахран, Н.Сергеевапа Р.Волкова - библиотекăн чи хастар вулавçисем.

Салана нумаях пулмасть куçса килнĕ Владимир Сергеевич Ананьев -  библиотекăн яланхи хăни. Вăл çав тери нумай вуланă, нумай пĕлет, сăвăсем çырать, шахматпа, психологипе интересленет. Час-часах пире хăйĕн сăввисемпе паллаштарать.

Иван Михайлов, Борис Смирнов, Валентина Иванова тата ытти пенсионерсем те çĕнĕ хаçат-журналпа паллашсах тăраççĕ, вĕсене эрнере пăрре пăхса тухмасан çăкăр çименпе  пĕрех теççĕ.

Кашни вулаканăн кăмăлне тивĕçтерес, библиотекăран савăк кăмăлпа кăларса ярас килет.

Нурăс чиркĕвне çÿрекенсем те библиотекăна пыркаласах тăраççĕ. Фондра православи тĕнĕ çинчен çырнă кĕнекесем, хаçат-журнал сахал мар. Нумаях пулмасть тĕне ĕненекенсемпе пĕрле «Мĕн кĕтет пире;», «Паян пурăнмалăх çăкăр...» видеосюжетсем пăхрăмăр, куракансем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç. Çавăн пекех ача сачĕпе, клуб ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;