Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Атьăр, тасалăхшăн пĕрле тăрăшар!

Çуркунне - çутçанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ. Хĕвелĕ пăхать, кайăксем юрлаççĕ, чунра çĕкленÿллĕ туйăм çуралать. Анчах унта та кунта сапаланса выртакан пластик бутылкăсем, эрех-сăра кĕленчисем, полиэтилен хутаçсем, канфет-шоколад хучĕсем кăмăла хуçаççĕ. Юр ирĕлсе пĕтнĕ май пĕтĕм тасамарлăх, çÿп-çап куç умне тухрĕ.

Халĕ хăшпĕр ялта икшер-виçшер лавкка пур. Шел, вĕсен умĕнче те çÿп-çап пăрахмалли ещĕксем, урнăсем çук. Тавар туянма çÿрекенсем сăрапа пылак шыв кĕленчисене, канфет-шоколад хучĕсене çакăнтах пăрахса хăвараççĕ.

Пурте сутасшăн кăна. Анчах пушă кĕленче-савăта йышăнакансем çукпа пĕрех. Чăн та, сăра-эрех кĕленчисене илеççĕ, шел, 10-60 пусшăнах нумайăшĕ пĕшкĕнесшĕн мар.

Ял хушшинче кăна мар, вăрман уçланкинче те, масар айккинче те, çул хĕрринче те темĕн чухлĕ çÿп-çап, ăпăр-тапăр. Вĕсене хамăрах кайса тăкатпăр мар-и; Субботниксем ирттернипе кăна вĕсем пуçтарса пĕтерме йывăртарах.

Манăн кашнинех чĕререн чĕнсе калас килет: атьăр, хамăр хыççăн яланах пуçтарар, хамăр таврари çутçанталăка упрар, унăн илемлĕхĕпе киленсе пурăнар. Ачасене те мĕн пĕчĕкрен тасалăха вĕрентсе ÿстересчĕ, вĕсемшĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пуласчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;