Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«ИККĔМĔШ» ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕНĔ

Вăрнарти Леонид Уткин çурхи хĕвеллĕ кунсенче хăйне çĕнĕрен çуралнăнах туять. Йывăр операцие чăтса ирттернĕ хыççăн, паллах, халĕ вăл реабилитаци курсĕ витĕр тухать. Анчах чи хăрушши - хыçра.

Л.Уткин чылай çул чĕре  чирĕпе аптăранă. Сиплев хаклă.  Водительте тимленĕскерĕн, сывлăхĕ хавшанăран ĕçрен те пăрахма лекнĕ.

43 çулхи Леонид Валентиновича «иккĕмĕш» пурнăç парнелекенĕ - тĕнчипе паллă кардиохирург Лео Бокерия. Республикăри кардиодиспансерта вăл йывăр виçĕ операци тунă. Пирĕн ентешĕмĕрĕнне чĕрен пĕр клапанне протезпа улăштарнă, иккĕмĕшне тĕплĕн сипленĕ.

Çемье пуçне халĕ Валентина Леонидовна мăшăрĕпе вунă ывăлĕ чăтăмсăррăн киле кĕтеççĕ. Эпир те ăна хăвăртрах сывалса тухма ăнăçу сунатпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;