Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вырăна тухса

Апрель варринче старт илнĕ Çурхи Ырăлăх эрни нумай-нумай çынна ырă ĕçсемпе пĕрлештерчĕ.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш енри управленийĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕ те çак акцирен аякра юлмарĕ. Çак кунсенче унăн ĕçченĕсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса кăçал шкултан вĕренсе тухакансене пенси страхованийĕн свидетельствисене пачĕç.

Виçĕмкун Пенси фончĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Людмила Редькова Мăн Явăшри вăтам шкулта пулнă. Савăнăçлă ларура 11-мĕш классене свидетельствăсем тыттарнă май, вăл пластик карточкăсем паспорт пекех çыншăн чи кирлĕ документ пулнине ăнлантарнă, типтерлĕн тытма ыйтнă.

Хаклă документа çавăн пекех Ярмушкари, Хирпуçĕнчи, Вăрманкасри, Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш шкулсенчен вĕренсе тухакансем те тивĕçнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
26 апреля 2008
00:00
Поделиться
;