Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăста вĕрентекенсем, пултаруллă ачасем

Нумаях пулмасть Шупашкарти культура училищинче çамрăксен пултарулăхĕн республикăри  «Хавхаллăх» фестивалĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри 800 ача ытла хутшăннă. Училище директорĕ Геннадий Яковлевич Чиркин каланă тăрăх, конкурсантсем кăçал малтанхи çулсенчен ытларах пулнă. Ачасен пултарулăхне тăватă номинаципе хакланă. Конкурса Вăрнарти ача-пăча ÿнер шкулĕнче пĕлÿ пухакансем те хутшăннă, хăйсен талантне çÿллĕ шайра кăтартма пултарнă.

«Халăх инструменчĕсем» номинацие ÿнер шкулĕнчен виççĕн хутшăннă. Настя Караваева кĕçĕн ушкăнра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çамрăк аккордеонист Анатолий Сурмин патĕнче вĕренет. Аслă  ушкăнра Снежана Максимова палăрнă,  виççĕмĕш вырăна тухнă. Вăл хăйĕн преподавателĕпе Владимир Михайловпа пĕрле шăхличпа «Ай-люна» чăваш халăх юррине каланă. Залра ларакансем вĕсене хавхаланса итленĕ, мĕншĕн тесен çак номинацире никам та вĕрсе  каламалли инструментпа выляман. Владимир Антоновичпа Снежана сцена çинчен ансан та куракансем тăвăллăн алă çупма пăрахман. Жюри  членĕсем кĕçĕн ушкăнри Катя Лукина та маттур пулнине палăртнă, ăна фестивале хутшăнаканăн сертификачĕпе чысланă.

Вăрнар хĕрĕсем «халăх ташши» номинацире те ăсталăх кăтартнă. Ольга Варюхина преподаватель ертсе пыракан ташă ушкăнĕ гала-концерта хутшăнма тивĕçнĕ. Вырăс халăх ташшине пĕччен ташласа Наташа Степанова аслă ушкăнра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Паллах, ачасем çитĕнÿ тунинче преподавательсен тÿпи пысăк. Вĕсем çамрăк ăрăва тĕрлĕ халăхсен классикăлла юрри-кĕввине, ташшине вĕрентсе  пархатарлă ĕç тăваççĕ. Хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрле районти шкулсенче, ача-пăча сачĕсенче, культура çурчĕсенче концертсем  кăтартаççĕ.

Ырă ĕç тăвакансем пысăк ят-сума тивĕçлĕ. Ÿнер шкулĕн педагогĕсем, вĕсен вĕренекенĕсем Сергей Максимов водителе хăйĕн «Газель» машинипе Шупашкара «Хавхаллăх» фестивале тÿлевсĕрех илсе кайса килнĕшĕн чун-чĕререн тав тăваççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;