Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен канма вăхăт çук . Вĕсен ĕнесем сĕт антарнă тапхăрта - çу-авăн уйăхĕсенче - выльăх-чĕрлĕх продукцине ытларах туса илмелле. Пĕлтĕрхи кăтартусем 2006 çулхинчен пысăкрах: 985 тонна (46 процент) аш, 3749 тонна (52 процент) сĕт туса илнĕ. Паллах, ĕне выльăх пăхмасăр пулмасть. Çу çитнĕ май ĕç тата нумайланать.

Пĕлтĕр «Янгорчино», «Хорнзор», «Знамя» кооперативсенче тата «Кольцовка» агрофирмăра сăвакан ĕнесене çуллахи лагерьте тытнă. Çакă выльăхсен сывлăхĕшĕн те усăллă, сĕт-çу фермисенче те юсав ĕçĕсене пахалăхлă ирттерме май парать. Кăçал районти тата икĕ хуçалăхра ĕнесене çуллахи условисенче тытма палăртаççĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне ĕнесене ешĕл курăк çине чи малтан «Кольцовка» агрофирмăра куçарнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем - П.Скворцов, К.Васильев, Г.Краснов, Н.Скворцов - хăйсен тивĕçне тÿр кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Кульцавсем выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тăрăшуллăн тимлени яр уççăнах курăнать. Вĕсем кăçалхи виçĕ уйăхра усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 95,0 центнер сĕт,  8,3 центнер аш туса илнĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 31,7 тата 3,1 центнер кăна пулнă. Ĕнесен хисепĕ 70 пуç ÿснĕ. Çавна май сăвăм пĕлтĕрхи виçĕ уйăхрипе танлаштарсан 375 килограмм ытларах. Агрофирмăра сысна ĕрчетессипе те тимлеççĕ. 2007 çулта фермăра сыснасене 111 пуç тытнă, халĕ - 929. Ăратлă выльăхсене Мари Эл Республикинчен, Муркаш районĕнчен илсе килнĕ.

Калас пулать, ĕнесене ешĕл курăк çине «Аник» кооперативра та кăларнă. Хуçалăх ĕçченĕсем - Н.Иванова, В.Воробьева, Н.Митрофанов, Ю.Актисов - пирки ырă сăмахсем кăна каламалла. Вĕсем выльăхсене лайăх пăхнăран сăвăм 2 хут ÿснĕ. «Аник» хуçăлăхра вăй хуракансем патшалăха аш-пăш, сĕт ытларах сутма ĕмĕтленеççĕ. Çав тĕллевпе кунта мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне ÿстернĕ. Пĕлтĕр 138 пуç пулнă пулсан кăçал - 173. Çав  шутран ĕнесем - 49 пуç.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче теççĕ. Районти хуçалăхсенче тăрăшакансен çуллахи вăхăтра 42,6 - 43,0 пин тонна симĕс апат хатĕрлемелле.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;