Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасем те яваплăха туяççĕ

Ача аллине шăрпăк лекни - хăрушă. Вăл унăн сиенне ăнланмасть-тĕк, пысăк инкеке кĕт. Апла пулсан,  арçын ачасемпе хĕрачасене вут-çулăм пурнăçра питĕ кирлĕ япала кăна мар, çав вăхăтрах тăшман та пулнине мĕн пĕчĕкрен çирĕп ăнлантармалла. Ача сачĕ, шкул çулĕсенчех пушар хăрушсăрлăх правилисем пуçа тĕплĕн хывăнса юлччăр. Инкек ан тухтăр тесен, ачасене хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентессишĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсемпе педагогсем яваплă.

Ку вĕрентÿ процесне вăйă-конкурс е ытти мероприяти евĕр йĕркелесен аван. Çапла майпа хĕрачасемпе арçын ачасене пушар хăрушсăрлăх тематикипе интереслентерме çăмăлрах. Кăсăклă  япала аса та лайăх кĕрсе юлать. Çакна педагогсем те, яваплă специалистсем  те ăнланаççĕ, ку меслетсемпе анлăн усă курма тăрăшаççĕ - ÿкерчĕксемпе алăпа ăсталанă япаласен  конкурсĕсем, пĕлĕве тĕрĕслеме пулăшакан викторинăсем, пушар вĕрентĕвĕсем  ирттереççĕ.

Нумаях пулмасть, çакăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприяти Вăрнарти  1-мĕш шкулăн актовăй залĕнче иртрĕ. Ача сачĕсене çÿрекенсем, районти шкулсенче вĕренекенсем сцена çине тухса, хăйсем шутласа кăларнă агитюмахсемпе паллаштарчĕç. Ăнланса илтĕр пулĕ: вĕсем пурте пушар хăрушсăрлăх темине çутатассипе çыхăннă. Мероприяти тĕллевĕсем те анлă та калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ: ачасене пушар хăрушсăрлăх правилисене те вут-çулăмран хÿтĕленмелли меслетсене аса илтересси* чрезвычайлă  лару-тăрура çухалса каймасăр хăйсене тĕрĕс тытма  тата пулăшу пама вĕрентесси. Кунсăр пуçне вĕсем пушар сÿнтерекенсен çăмăл мар ĕçĕпе паллашни те кайри вырăнта мар. Тен, хăшĕ-пĕри, унăн кирлĕлĕхне ăнланса, пурнăçа ку профессипе çыхăнтарĕ; Пĕчĕк шăпăрлансемпе шкулта  вĕренекенсен илемлĕ пултарулăха аталантарма, ăсталăха кăтартма та  май пулчĕ.

Конкурса йĕркелекенсем : ВДПО-н Вăрнарти уйрăмĕ, 27-мĕш пушар чаçĕ, патшалăх пушар асăрхăвĕн районти уйрăмĕ районти администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ. Вĕсен представителĕсемех жюри комиссийĕн ĕçне йĕркелесе пычĕç. Жюри агит юмахсене тĕрлĕ критерисемпе - театралăха, пултарулăха мĕнле кăтартнине, темăна туллин çутатнине, куракансене епле кăсăклантарнипе тата тум-тир хăйнеевĕрлĕхне кура - хакларĕç.

Сцена çине малтанах кĕçĕн ÿсĕмрисем - ача сачĕсене çÿрекенсем - тухрĕç. Пĕчĕк пулин те, пысăк сцена çинче çухалса каймарĕç шăпăрлансем.  Пĕрисем, ав, вăрмана пушар мĕнле сиен кÿнине каласа пачĕç, теприсем пушарнăйсен йывăр ĕçне мухтарĕç, виççĕмĕшсем «Кушак çурчĕ» юмаха çĕнĕлле лартрĕç. Пĕринчен тепри маттуртарах пулин те, çĕнтерÿçĕ пĕрре. Жюри йышăнăвĕпе пĕрремĕш вырăна Вăрнарти 5-мĕш «Рябинка» ача сачĕн ушкăнĕ тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - поселокри  3-мĕш «Ромашка» ача садне çÿрекенсем, виççĕмĕшĕнче - Вăрманкасри «Петушок» ача сачĕн ушкăнĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç. Апла пулин  те çак кун никам та парнесĕр юлмарĕ - пĕчĕк шăпăрлансене кашнинех пылак кучченеçпе савăнтарчĕç.

Агитюмахсен конкурсĕн иккĕмĕш пайне районти шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пĕтĕмпе 14 ушкăн. Ку ÿсĕмри çĕнтерÿçĕсем: Вăрнарти 1-мĕш шкул («Раççейре пушар сÿнтерекенсем ăçтан тухнă;» юмах), Пăртас (Пушар çинчен юмах), Санарпуç («Асăрханăр: çулăм» юмах) шкулĕсем. Аçăмçырмисен «Виçĕ сысна çури» агитюмахне те уйрăмах пысăк хак пачĕç, Кĕçĕн Кипек, Санарпуç, Малти Ишек шкулĕсен ушкăнĕсем  хăйнеевĕрлĕ тум-тирпе тĕлĕнтерчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;