Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасене - алăпа ăсталанă теттесем

Ырă туни нихăçан та асран тухмасть. Тĕнчере ырăлăх мĕн чухлĕ нумайрах пурăнма çавăн чухлĕ çăмăлрах.

Апрельте ирттерекен Çурхи Ырăлăх эрнинче кăна районта чылай ырă ĕçсем çырăнчĕç. Нумайăшĕ уйрăмах ачасене савăнтарма тăрăшрĕ. Иртнĕ эрнекун, апрелĕн 25-мĕшĕнче, Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнчен те салари  «Светлячок» ача садне илемлĕ парнесемпе килсе çитнĕ. Интернатра пурăнакан-сипленекен хĕрсем ача садне çÿрекен шăпăрлансем валли хăйсен аллисемпе çемçе теттесем хатĕрленĕ, сĕтел çине сарма салфеткăсем çыхнă. Никам та парнесĕр юлман - вĕсем  кашни ушкăнах тивĕçнĕ. Ачасем хăйсене ырă тăвакансене пĕтĕм кăмăлтан тав тунă.

Парнесене хатĕрлекенсенчен чи активлисем: Алина Николаева, Галина Степышева, Ирина Шумайлова тата Татьяна Амбрашкина.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;