Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Арçын ачана таптанă

уйрăмĕн аслă следователĕ, юстици майорĕ.

 

Пĕлтĕрхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче Вăрнарта пулса иртнĕ хăрушă инкек çинчен чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Гагарин урамĕнчи çул çинче арçын ача автомашина айне лексе йывăр аманнă, нумай вăхăт хушши Шупашкарти больницăра тăна кĕмесĕр выртнă. Анчах мĕнле сиксе тухнă-ха ку инкек; Сăлтавĕ вара ансат: çамрăк водитель çул-йĕр правилисене пăсни тата тимлĕхе çухатни.

Хурăн Кăкшăмра пурăнакан С.Ластухин çак кун 14 сехет тĕлĕнче Иртеменкассинчи чиркÿрен таврăннă, Канаш-Вăрнар автоçулпа пыракансер поселок патнелле сехетре 80 çухрăм хăвăртлăхпа çывхарса пынă. Вăрнара кĕрсен те хăвăртлăха çул-йĕр правилисемпе палăртнă чухлĕ чакарман вăл, сехетре 60 ытла çухрăм пулнă. Водитель хăй судра пĕлтернĕ тăрăх, Вăрнарта çĕнĕрен хăпартакан чиркÿ çуртне пăхса тимлĕхе çухатнă, çавăн пиркиех çул кукринче руле çавăрса ĕлкĕреймен - хирĕç çул çине тухса кайнă.

Çак вăхăтра çул çинче никам та пулман пулсан инкекрен хăтăлма май килетчĕ, тен. Анчах, шел, хирĕç çулпа çамрăк велосипедист пынă. Арçын ача юлташсемпе футбол выляса савăнма васканă пулин те, çул-йĕр правилисене пăсман, чип-чиперех асфальт айăккипе ярăнса пынă. Çапах та çул-йĕр правилисене пĕлни те, вĕсене пăхăнни те çăлса хăварман ăна инкеке лекессинчен.

«ВАЗ-21102» автомашинăпа вĕçтерсе пыракан С.Ластухин та çийĕнчех асăрханă-ха велосипедиста,  чарăнма тăрăшнă, руле сылтăмăлла пăрса янă. Кăлăхах: автомашинăпа велосипед «тĕлпулăвĕ» ытла хăрушă вĕçленнĕ. Арçын ача кантăк çине çапăнса, машина тăрринчен асфальт çине ÿкнĕ. Каламасăрах паллă: унăн суранĕсем питĕ йывăр пулнă. Хăй мĕн туса хунине ăнланса илнĕ водитель, телее, çухалса кайман, тарма та хăтланман. С.Ластухин çул çинче выртакан арçын ача патне чупса тухнă, ал тымарне тĕрĕслесе васкавлă пулăшу машинине инкек вырăнне чĕннĕ, пулса иртни çинчен милицие пĕлтернĕ.

Чăнах та, водитель çул-йĕр правилисене çăмăлттайла пăсни ним айăпсăр ачашăн ытла та  хакла ларнă. Çак кун Вăрнар айăккине футболла выляма кайма велосипед çине ларса тухнă Е.Григорьев тĕрлĕ йывăр сурансемпе Вăрнарти тĕп больницăна лекнĕ, каярахпа тепĕр уйăхран тин Шупашкарти ача-пăча больницинче тăна кĕнĕ.

Ăна машинăпа таптаса амантнă С.Ластухина Вăрнар район сучĕ пĕр çуллăха условнăй майпа ирĕкрен, çулталăк çурăлăх транспорт хатĕрĕпе çÿрекен правăран хăтарнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;