Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хастарлăх пысăк

Пирĕн район ака-суха ĕçĕсене пурнăçлассипе республикăра малта пырать. Ахăртнех, ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем кашни сехетпе туллин усă кураççĕ. Çавна пула кăтартусем  те пысăк. Акă çĕмĕрлесем, сĕнтĕрвăррисем çак вăхăта тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 2000 гектар кăна акнă пулсан вăрнарсем хастарлăх ытларах кăтартрĕç. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне вĕсем пулас тухăç никĕсне 8585 гектар çинче хывнă. Ку вăл планпа палăртнинчен  168 гектар нумайрах. Урпа 5974 гектар, çурхи тулă 1435 гектар, пăрçа йышши культурăсем 120 гектар йышăнаççĕ. Кăçал çуртрисене «Победа», «Мураты», «МТС Яуши» кооперативсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче планпа палăртнинчен ирттерсе акнă. Хальхи вăхăтра «Фавн», «Гвардеец» агрофирмăсенче, «МТС» кооперативра ака-суха ĕçĕсем вĕçленмен-ха.

Ĕç хăвăртлăхĕ хуçалăхсен çĕр улми пуссийĕнче кунран кун ÿссе пырать. 9 ял хуçалăх предприятийĕ пурĕ 277 гектар çĕр улми лартнă. Çак ĕçе «Победа», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче вĕçленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;