Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республика турнирĕнче те пĕрремĕш!

Шашка ăстисем çине-çинех çакăн пек çитĕнÿсем туни тахçанах пулманччĕ-ха. Тин кăна çамрăксем Чăваш ен Президенчĕн Кубокĕшĕн пыракан спартакиадăра чемпионсен ятне тивĕçрĕç. Шкул ачисем хушшинчи республикăра финал çĕнтерÿçисем те - вĕсемех.

Çĕнтерÿ саламĕсене йышăнаканĕсем - Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем. Команда йышĕ спартакиадăна хутшăннинчен уйрăмрах, апла пулин те ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе пĕр тан. Майкл Петров,  Артем Максимов, Степан Прохоров, Юрий Антонов, Ирина Иванова - шкул ачисен район команди вăйлă. Çакна финалти сакăр командăран нихăшне те выляса яманни те çирĕплетет. Кунта, паллах, тренерăн тÿпи те пысăк, ÿсĕмре  Григорий Иванович Степановăн чунран тухакан ĕçĕ курăнать.

Çĕнтерÿ - вăрнарсенче. Çывăх вăхăтрах республика чемпионĕсене «Артека» кайма путевкăпа тивĕçтерес ыйту  та татăлĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;