Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Салтак шинелĕллĕ Вăрнар

«Çĕнтерÿçĕ Салтак» ятпа Вăрнарти краеведени музейĕнче курав уçăлнă. Унта районти Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем, документаллă материалсем вырăн тупнă.

Çапăçу хирĕнче вăрнарсем 5951-ĕн пуçĕсене хунă. Районта Совет Союзĕн тăватă Геройĕ тухнă: А.А.Иванов, С.И.Илларионов, Ф.И.Ашмаров, А.И.Иванов. А.А.Пармиков - Мухтав орденĕн тулли кавалĕрĕ, Г.П.Илюкин - Польша геройĕ.

Выставкăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин салтакĕсен тум-тирĕпе, каскăсемпе, вăрçă хатĕрĕсемпе паллашма пулать. Стенасем çине документаллă очерксем, салтак  çырăвĕсене вырнаçтарнă. Вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи сăн ÿкерчĕкĕсем нумай, кашнин çинчен тĕплĕн каласа панă.

Музей директорĕ Елена Шарипова пĕлтернĕ тăрăх, Музей çулсерен çĕнĕ экспонатсемпе пуянланать. Хаклă материалсем те пур, ку вăл - «Салтак шинелĕллĕ Вăрнар» видеоэнциклопеди. Вăл вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсене пĕрлештерет.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;