Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрçă вучĕ витĕр тухнă

Вăрçă çулĕсенче Тăван çĕршыва сыхлама Вăрманкасран 241 вăй питти арçын тухса  кайнă. Вĕсенчен 131-шĕ çапăçу хирĕсенче выртса юлнă, 110-шĕ килĕсене таврăннă. Паянхи куна вĕсенчен 107-шĕ тĕрлĕ чир-чĕре пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă.

Вăрçă çулĕпе утса тухнисенчен ялта виççĕн кăна тăрса юлчĕç: Григорий Гурьевич Гурьев, Иван Михайлович Радов, Михаил Игнатьевич Зайцев. Ватăлчĕç, вăйсăрланчĕç фашизмăн урнă эшкерне тытса чаракансем. Çамрăк чухне вĕсем хăйсем ÿчĕ-пĕвĕпе Тăван çĕршывăмăр кăкрине хупларĕç, паян вара вĕсем - сакăрвуннăран иртнĕ ветерансем. Паян эпĕ вĕсенчен пĕринпе - Григорий Гурьевич Гурьевăн кун-çулĕпе - паллаштарасшăн.

Çутçанталăкăн илемлĕ тапхăрĕнче, çĕр ыйхăран вăраннă, вăрмансем, катасем, садсем чĕрĕлнĕ вăхăтра кун çути курнă вăл. Ашшĕ, Гурий Николаевич Николаев, 1901, çулта çуралнăскер, офицер пулнă, 27 çултах вилнĕ. Амăшĕ, Наталия Сидоровна Николаева, 1936 çултах çĕре кĕнĕ. 12 çултах Гришă сĕм тăлăха тăрса юлнă. Юрать ăна Егор Антонович мучăшĕпе Екатерина Николаевна мăнаккăшĕ пăхса çитĕнтернĕ.

Гриша хура-шурра çамрăклах туйса илнĕ, хăйĕн вăй-хăватне шанса, пурнăçри йывăрлăхсене яланах çĕнтерме хăнăхса ÿснĕ. Вĕренес туйăмĕ пысăк пулнипе çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Нурăсри вăтам шкула вĕренме кайнă, анчах вĕреннĕшĕн укçа тÿлемелле пулнă пирки 9-мĕш класра пăрахнă.

Çивĕч ăслă, вĕресе çунса тăракан чун-чĕреллĕ каччăна Таиса Константинова председатель ял советне секретаре ĕçлеме илнĕ.

Анчах нумай та ĕçлеймест, 1942 çулхи çурла уйăхĕ 24-мĕшĕнче Гришăн, анчахрах 17 çул тултарнăскерĕн, фронта кайма ят тухнă.

- Çак кун эпир пĕртантăшсем 35-ĕн вăрçа тухса кайрăмăр. Каялла çиччĕн кăна таврăннă, - аса илет ветеран.

Малтанах вĕсене Чулхулара тăракан 90-мĕш зенитнăй артиллери полкне илсе çитернĕ. Кунта вĕсене виçĕ уйăх çар ĕçне вĕрентнĕ.

33-мĕш стрелоксен бригадине лексе Новгород облаçĕнче пĕрремĕш хут вăрçа кĕрсе кайнă. Кунта вăл малтанхи  хут нимĕçсемпе çапăçăва кĕнĕ.

1943 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче снаряд ванчăкĕ лексе чĕркуççирен  аманнипе Калинин хулинчи 3046-мĕш госпитальте виçĕ уйăх сипленнĕ, 1943 çулхи май уйăхĕнче 1944 çулхи июль уйăхĕччен Смоленск облаçĕнчи 1117-мĕш стрелковăй полкра разведчик пулса çапăçать.

...Хĕвеланăç Двина шывĕ хĕрринче нимĕçсем çирĕпленсе ларнă. Вĕсене унта ниепле те хăваласа кăларма май килмен. 25 çын суйласа илсе нимĕçсен çирĕплетнĕ вырăнĕсене палăртма тата  «чĕлхе» тытса килме разведкăна янă, вăл шутра Г.Гурьев та пулнă. Тăшман позицийĕсем патне çывхарсан пирĕн разведчиксем нимĕçсене асăрханă. Кĕске тытăçуран 9-ăн кăна каялла таврăннă. Гурьев разведчик та чутах вилмен.

Хыççăн вĕсене Белоруссине куçарнă, Смоленскран Витебск облаçне çити  вăрçă вут-çулăмĕ витĕр пиншер çухрăм çурран утма тивнĕ.

Полоци хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура нимĕç пульли кăкăрĕ çумĕпе шăхăрса иртнипе чутах вилмен Г.Гурьев, ăна кăкăр кăсйинчи пилĕк пус  укçи  çăлса хăварнă, контузи пулнипе хăлхи япăх илтекен пулнă. Кăкăр аманнине пула виçĕ уйăх госпитальте сипленме тивнĕ.

Çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Григорий Гурьевича II степень Аслă Отечественнăй вăрçăн  орденĕпе наградăланă. Ăна каярах çак орденăн I степеньпе тата нумай медальсемпе чысланă.

Сывалса тухнă хыççăн 159-мĕш зенитнăй стрелковăй полкра çапăçать.  1944 çулхи декабрь уйăхĕччен пуçласа 1945 çулхи июль уйăхĕнчен Чулхулара  механик-водителе вĕренет, вăрçă чарăннă вăхăтра вăл вĕренÿре  пулнă, мирлĕ пурнăç пуçлансан та тепĕр икĕ уйăх вĕреннĕ. Хыççăн Григорий Гурьевича Т-34 танксемпе 36-мĕш эшалонпа Румыние илсе кайнă.

1946 çулхи ноябрь уйăхĕнче ăна каллех Чулхулари çарпа политика училищине политработник пулма вĕренме янă, кунта вăл 1947 çулхи апрель уйăхĕччен вĕрентнĕ.

Григорий Гурьевич вăрçăран таврăнсанах юхăннă колхоза ура çине тăратассишĕн çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннĕ.

Килсенех Вăрнар МТС-че трактористра ĕçлеме тытăнать, кĕçех ăна 12-мĕш трактор бригадин бригадирне лартаççĕ. 1960 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тăван колхоза ĕçе кĕрет, 19 çул шоферта тимлет, ялти пĕрремĕш газослесарь, ку енĕпе пилĕк çул ĕçлет. Мăшăрĕпе, Матрена Сергеевнапа икĕ ывăл виçĕ хĕр пăхса çитĕнтерчĕç. Шел, 2002 çулта мăшăрĕ çĕре кĕчĕ, 2004 çултанпа ăна Володя ывăлĕ пăхса пурăнать.

Григорий Гурьевич çак кунсенче 84 çула çитрĕ, çак ятпа ăна çапла калас килет: пурнăç çулĕпе чыслăн утса пытăн, ĕçе юратрăн, çынсене хисеплерĕн. Сывлăхлă пул, нумай-нумай çул пурăн, телей  тата ăнăçу, Сире, хисеплĕ Григорий Гурьевич!



"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2008
00:00
Поделиться
;