Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр улми пуссинче

             Çанталăк уяр тăни уй-хир ĕçĕсене хăвăрт пурнăçлама май парать. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене ял хуçалăх предприятийĕсем акса пĕтернĕ. Халĕ тĕп тĕллев - çĕр улмие  кĕске вăхăтра  тата пахалăхлă лартасси. Ăна пурнăçлама хуçалăхсенче  тимлекенсем мĕнпур вăйран тăрăшаççĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 710 гектар лартнă. Ку вăл планăн 62 проценчĕ. Виçĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн çĕр улми пуссинче ĕç вĕçленнĕ. «Мураты» хуçалăхра, сăмахран, «иккĕмĕш çăкăра»140 гектар çинче лартса хăварнă. Пĕлтĕр - 130 гектар пулнă. Çăкаллă-явăшсем пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе чăнласах хытă тимлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;