Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çул çинче - каллех инкек

Шăматкун, майăн 3-мĕшĕнче, район çулĕсем çинче хăрушă инкек çырăннă, каллех çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Инкек Йĕпреç-Калинино автоçулăн 21-мĕш çухрăмĕнче, «Ласточка» пĕрлешÿллĕ сад çывăхĕнче, 20 сехет иртсен пулса иртнĕ. Вăрнар çамрăкĕ - 22-ри Б. - «Волга» çăмăл автомашинăпа пыраканскер, умри велосипедист çине кĕрсе кайнă. Велосипедпа пыракан çын пахчаран ĕçлесе таврăннă-и тен, анчах киле çитеймен. Машина айне пулнă арçын йывăр суранланнăран, инкек вырăнĕнчех вилсе кайнă. Милици сотрудникĕсем вăл кам пулнине палăртассипе тимлеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;