Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе Аçăмçырминчи вăтам шкулта та пысăк  уяв пулчĕ.

5-мĕш класра «Вĕренекен халалне манас марччĕ» темăпа асăну каçĕ иртрĕ. Унта И.Я.Яковлев халалĕн тĕп саманчĕсемпе паллашрĕç. Сергей Степанов хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Залра чăваш кĕвви янăрарĕ. Вăл пурин кăмăлне те çĕклерĕ.

5-8-мĕш класс ачисем вăйă-ăмăртура тупăшрĕç. Вĕсем хăйсем хушшинче тăван чĕлхене мĕн чухлĕ тарăн пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ăмăртура «Çамрăк хунав» ушкăн çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

Ачасем «И.Я.Яковлев тата унăн вĕренекенĕсем» темăпа презентаци пăхрĕç. Вăл вĕрентекенĕмĕр çинчен тарăнрах пĕлме, унăн пархатарлă ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашма пулăшрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;