Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Фронтовиксене - çăмăл машинăсем

Хĕвеллĕ те таса янкăр тÿпеллĕ ăшă кун. Çĕршывăмăрта Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тăваççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене шăпах çак кун, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, пуçтарни ăнсăртран мар. Вĕсем - паянхи  мирлĕ пурнăçа парнелекенсем, çамрăкла вут-çулăм витĕр тухнăскерсем, вăрçă хыççăнхи «ишĕлчĕк» çĕршывăмăра ура çине тăратакансем - ку уявра çăмăл автомашинăсене тивĕçрĕç.

- Хаяр вăрçă сирĕн асăрта тÿрленми йĕр хăварнă. Эсир тунă Çĕнтерÿ паянхи ăрăвăн малашлăхне такăр çул уçнă. Пулас ăрусем вăрçă мĕнне ан пĕлччĕр, вĕсем тупă сассипе мар, паянхи пек хĕвел питрен ачашланипе вăранччăр, - терĕ район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин савăнăçлă уявра тухса калаçнă май. Вăл ветерансене чĕререн тав турĕ, вĕсене икĕ хут ытларах - тискер вăрçăн вутлă уй-хирĕсенче выртса юлнă юлташ-тантăшсемшĕн те - пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Уяв валли чукун çул вокзалĕ умĕнчи площаде суйласа илни те ăнсăртран мар. Кунта Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ паттăрсен ячĕпе палăк лартнă, Ĕмĕрлĕх çулăм çунса тăрать. Пĕр сăмахпа, çак площадь - паттăрлăх, хисеплĕх вырăнĕ. Анатолий Иванович Аслă Çĕнтерĕвĕн паттăрĕсене уçăсемпе чĕрĕ чечексем тыттарнă май, кашни ветерана уйрăммăн саламларĕ. Шел, сывлăхĕсем хавшанине пула уява машинăсене тивĕçнĕ пур участник та  çитеймерĕ, уçăсене вĕсен ачисем илчĕç.

Машинăсем Степан Антонович Антонов (Етрукасси Мăрат), Михаил Федорович Федоров (Аçăмçырми), Иван Васильевич Васильев (Тăвальушкăнь Ялтăра), Николай Иванович Иванов (Хурăнсур Çармăс), Григорий Родионович Родионов (Упнер), Николай Егорович Егоров (Кивьял Хапăс), Николай Михайлович Запасов (Уравăш), Николай Трофимович Трофимов, Яков Яковлевич Шоркин, Валентин Емельянович Емельянов, Николай Данилович Данилов (Уйкас Кипек), Федор Филиппович Филиппов (Кÿстÿмĕр), Василий Антипович Антипов (Кÿлхĕрри) тивĕçрĕç, вĕсем вăрçăн тĕрлĕ фронтĕнче çапăçнă. Паян кăкăрĕсем çинче йăлтăртатакан орден-медалĕсем вĕсен паттăрлăхĕпе чунри хастарлăхне çирĕплетеççĕ.

Вăрçă ветеранĕсем Николай Петрович Кузьминпа Семен Валерианович Валерианов, Хирпуç тата Вăрманкас ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Валентина Абакумовапа Мария Кошкина Ĕмĕрлĕх çулăм умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Районти культура çурчĕн артисчĕсем чаплă концерт лартса пачĕç.

Чăваш ен Президенчĕ Николай Федоров фронтовиксен иксĕлми паттăрлăхне хакласа Аслă Çĕнтерĕвĕн кашни çулхи уявне чи çÿллĕ те чаплă шайра ирттерме калать. Иртнĕ эрнекунхи пĕлтерĕшлĕ мероприяти çак чĕнĕвĕн пĕр пайĕ пулчĕ те ĕнтĕ. Тĕп уяв вара - Çĕнтерÿ кунĕ - районта кашни çулах асра юлмалла иртет.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться