Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Конкурсра çĕнтернĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Мехел» чăваш эстрада юррисен республикăри иккĕмĕш ача-пăча конкурс çĕнтерÿçисен гала-концерчĕ иртрĕ. Пирĕн районтан унта ÿнер шкулĕн вĕренекенĕ Ирина Стешко хутшăнчĕ.

Е.А.Сухарева патĕнче вĕренекен хĕрача чылай конкурс-фестивальсенче палăрнă, эстрада юррисен регионсем хушшинчи «Вирьял шевлисем» конкурсра «Хальхи вăхăтри вокал» номинацире призерсен йышне кĕнĕччĕ.

«Мехел» конкурс Иринăшăн пысăк сценăна уçакан çул пулчĕ. Вăл 14-17 çулсенчи ушкăнра «Соло» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Çавăн пекех SMS-сасăлавпа вăл куракансен симпатине те çĕнсе илчĕ.

Ирина кăçал ÿнер шкулĕнчен вĕренсе тухать. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ.

«Август» фирма «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» АУО-н филиалне конкурса кайма автобус уйăрса панăшăн чĕререн тав тăватпăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;