Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрлешÿре - черетлĕ мероприяти

Кашни уйăхрах Вăрнарти вырăнти куç курманнисен кантурĕнче «восовский» кун пулса иртет.

Республикăри вырăнти обществăсенче кашнинчех учет конференцийĕсем  иртрĕç. Пирĕн бюро председателĕ Г.Мясникова Çĕмĕрлери тата Куславккари вырăнти куç курманнисен, конференцийĕсене хутшăнчĕ, вĕсенче мĕнле ĕçсем туса пыни çинчен каласа пачĕ, çырусемпе паллаштарчĕ.

Куç курманнипе 2-мĕш ушкăнри инвалид Л.Нестерова эрудитсен турнирне хатĕрлерĕ, унта 10 пайран тăракан 18-20 ыйту пулчĕ. Турнира Вăрнар районĕнчен 18 çын «Радуга» тата «Рябина» командăсене пайланчĕç, пĕрремĕшĕ çĕнтерчĕ.

Спонсорсем пулăшнипе çак турнирта  конкурса хутшăнакансене пысăках мар парне илсе патăмăр.

Тĕп библиотекăра ĕçлекен Е.Васильева кĕнекесен премьерине ирттерчĕ, тăм кĕнекесен вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ.

Эпир ăна тата пире пулăшакан спонсорсене пысăк тав сăмахĕ каласшăн.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;