Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕмлетÿллĕ ларура

Ĕнер район администрацийĕн актовăй залĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе пĕтĕмлетÿллĕ лару иртрĕ. Унта поселокри мĕнпур организаци-предприяти пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин ертсе пычĕ.

Демонстрацие кăçал пĕтĕмпе 30 организаци хутшăнмалла. Колоннăсене площаде вырнаçтарас схема хатĕр. Оргкомитет представителĕ Н.Петров уяв программипе паллаштарчĕ. Унăн тĕп пайĕ яланхиллех район администрацийĕ умĕнче иртĕ. Каçхи пайра вăрнарсене «Янташ» эстрада ушкăнĕ савăнтарĕ, уяв фейерверкĕ кĕтĕ.

 Программăна палăртнипе пĕрлех, ларура йĕркелĕхпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем те мала тухрĕç. Анатолий Иванович йĕрке хуралĕсене çак кун сыхлăха ÿстерме, ÿсĕр-пÿсĕрсемпе, тавралăха варалакансемпе çивĕч кĕрешме ыйтрĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;