Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕтĕмпех - фронтшăн, пĕтĕмпех - çĕнтерÿшĕн!

Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатса Рейхстаг тăррине Çĕнтерÿ ялавĕ çакнăранпа  63 çул çитрĕ. Питĕ лайăх астăватăп 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче  фашистла Германи вăрă-хурахла пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа тапăннă куна.

Эпĕ вуникĕ çулхи ача, 6-мĕш класа куçнăскер, каникул вăхăтĕнче Мăн Çавал çинче Мăн Элмен, Уйкас Юнтапа, Сăкăт, Кивçурт Мăрат çыннисемпе пĕрле шыв вăйĕпе  ĕçлекен электростанци (ГЭС) тунă çĕрте ĕçлерĕм. Юлташсем татах та пурччĕ. Атте вăл кун Калининăна район активĕн канашлăвне кайнăччĕ. Çав çулсенче вăл Ярмушкари ял совет председателĕ пулса ĕçлетчĕ. Канашлура колхозсенче пурнăçланă çураки ĕçĕпе тыр-пул пухса кĕртмелли ĕççи-планĕсене пăхса тухмалла пулнă. Вăрçă тухнă хыпара пĕлсен канашлу ĕçне анлăлатнă. Çийĕнчех ялсенче пухусем, митингсем ирттерме тытăнчĕç. Çакăн хыççăн пĕтĕм çĕршыв «Пĕтĕмпех - фронтшăн, пĕтĕмпех - çĕнтерÿшĕн» девизпа  ĕçлеме пуçăнчĕ. 1941 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче радиопа Патшалăхăн Оборона Комитечĕн Председателĕ И.В.Сталин халăхсене Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, тăшмана ним шелсĕр  пĕтерме чĕнсе каларĕ. Вăл «Пирĕн ĕç - тĕрĕс ĕç, тăшмана çапса аркататпăр! Çĕнтерÿ пирĕнте пулать!» - терĕ. Çак сăмахсем яланлăхах пирĕн ăша кĕрсе юлнă, халăхсен чĕринче пулнă. Темле йывăрлăхра та  халăх нимĕç фашисчĕсене çĕнтерессе малашлăха шанса ĕçлерĕ. Тылпа фронт пĕр чăмăр пулса тăчĕ. Çĕнĕ тырă пуличченех вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Калинино районĕ пĕлтĕрхи запасран 1056 центнер патшалăха ăсатнă. Мăн Явăшри Ленин ячĕллĕ колхоз хăй  286 центнер тырă патшалăха панă. Çĕршывра  оборона фондне тунă.

Мăн Явăшран Тимофей Антонов, Çăкаллă Явăшран Алексей Беляев политбоецсем пулса хăйсен ирĕкĕпе Мускава хÿтĕлеме тухса кайнă. Эпир те аттене малтанхи кунсенчех вăрçа ăсатрăмăр. Вăл фашистсемпе Ельня патĕнче çапăçса аманчĕ. Унпа пĕрле Анат Сăкăтран Краснов Миша фронтра пулнă.

Мобилизаципе Мăн Элментен 98 çын вăрçа кайрĕ. 50-шĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Мăн Явăшран 216 çын фронта кайнă, 114-шĕ çапăçу хирĕнчех пуçĕсене хунă, ытти ялсенче те çакнашкал ÿкерчĕкех.

Явăш тăрăхĕнчен хĕрарăмсенчен те вăрçăра пулнисем пур! Фекла Егоровна Алексеева, Пелагея Ивановна Горохова, Степанида Евдокимовна Трофимова, Степанида Ивановна Уткина, Агрепина Васильевна Васильева зенитчик- артиллеристсем пулнă,  вĕсем Мускав тÿпине сыхланă. Иустиния Тимофеевна Никитина, Мăн Элмен хĕрĕ, связистка пулнă.

Вăй питти арçынсем пурте фронта кайнă, тылра ĕçлеме ватăсемпе çамрăк ачасем, хĕрарăмсем кăна юлнă.

Ялсенче колхоз председателĕсем пулса халăх шанса лартнă ватă çынсем ĕçленĕ. Сăмахран, Мăн Элменте  ватă учитель Порфирий Васильевич, Мăн Явăшра Степан Данилович, Уйкас Явăшра Данил Казаков, Çĕньял Явăшра  Афанасий Федорович колхоз председателĕсем пулнă. Халĕ вĕсем çинчен ырăпа кăна аса илеççĕ.

Аслă Çĕнтерÿ 63 çул тултарнă ятпа Совет Союзĕн Геройĕ Ф.И.Ашмаров ячĕпе хисепленекен Мăн Явăшри  шкулăн  Ĕçпе Çар Мухтавĕн музейĕнче калаçусем ирттеретпĕр. Кунта вĕсене кăтартмалли чылай.  Сăмахран, ку пÿлĕмре вăрçăран таврăнман,  тăшмана çĕнтерсе таврăннă ентешсен  сăн ÿкерчĕксенчен тунă «Хĕрарăм-салтаксем», «Виçĕ вăрçă ветеранĕсем», «1941 - 1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале илме тивĕçнисем, «Тăлăх салтак арăмĕсемпе амăшĕсем», «Пирĕн районти Совет Союзĕн Геройĕсемпе Социализмла Ĕç Геройĕсем», «Сунуплява                            паттăрĕсем» стендсем пур. Çавнашкалах кунта витринăсенче фронтран янă салтаксен виç кĕтеслĕ çырăвĕсем, каскăсем, салтак котелокĕ, фляга, наградăсем, альбомсем пур.

Музейра пуличчен ачасене вĕсен тăванĕсенчен камсем вăрçăра пулнине ыйтса пĕлме хушатпăр, вĕсене стандри сăн ÿкерчĕксем хушшинче тупса паллама сĕнетпĕр.

Паянхи вăхăтра Виçкас Явăшра вăрçă ветеранĕсем улттăн кăна пурăнаççĕ. Мăн Явăшра - Максим Дмитриевич Дмитриев, Василий Макарович Макаров, Петр Степанович Языков, Уйкас Явăшра - Геннадий Васильевич Васильев, Çĕньял Явăшра - Николай Владимирович Владимиров, Алексей Терентьевич Терентьев. Вĕсем пурте 80 çултан иртнĕ ватăсем. Эпир те, тыл ветеранĕсем, пĕтĕм вăрçă çулĕсенче колхоз ĕçĕнче пиçĕхнĕ çамрăк ачасем, нумаййăн юлмарăмăр. Хаяр тăшмана Совет халăхĕ мĕнле вăйпа çĕнтерме пултарнине эпир лайăх ăнланатпăр, пĕлетпĕр. Пирĕн хамăр сывă чухне паянхи çамрăксене Аслă Отечественнăй вăрçăн тĕрĕс историне, халăхсен иксĕлми тапса тăракан вăйĕн  çăл куçне кăтартса хăвармалла.

Вăрçă çулĕсем çинчен эпĕ хамăн «Ачалăхпа вăрçă çулĕсем хĕресленчĕç» кĕнекере çырса кăтартнă. Ал айне пулсан ку кĕнекене вуласа курăр. Эпĕ ку кĕнекесене районти  кашни ял администрацин библиотекисене парнеленĕччĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;