Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шанăçпа усă курман

аслă следователĕ, юстици майорĕ

Элмен Сунарта пурăнакан А.Бородкова (хăй Тутар республикинче çуралса ÿснĕ) Вăрнар район сучĕн пĕлтĕрхи апрелĕн 4-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе пĕр çул та ултă уйăхлăха условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă, çак вăхăтлăхах тĕрĕслев вăхăчĕ панă.

Тÿрленме панă шанăçпа усă курман вăл, тĕрĕслев тапхăрĕнче тепĕр преступлени тунă. Каллех суд тенкелĕ çине ларнă - хальхинче те РФ Уголовлă Кодексĕн 158-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн «б» пунктĕнче палăртнă преступленишĕн.

Кăçалхи январĕн 17-мĕшĕнче 22 сехет тĕлнелле ют пурлăха çаратас тĕллевлĕ А.Бородков «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативĕн Мăн Турханта вырнаçнă ĕне вити патне çитсе тăнă. Вите алăкĕсем хупă пулманни те кăмăла хăпартнă. Витене хуралçăсем сыхланине пăхмасăрах, каçхи вăрă шала вăрттăн кĕрсе кайнă, хура-шурă ĕнене çавăтса тухнă. Çапла майпа  вăл «Знамя» ялхуçалăх производство кооперативне 15472 пин те 98 пуслăх шар кăтартнă. Хăйĕн хура ĕçне темле вăрттăн тума хăтланнă пулин те, А.Бородков çав-çавах шалти ĕçсен  Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсен аллине лекнĕ.

Суд ларăвĕнче вăл туртăнса тăман, хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, ĕçе судра тишкермесĕрех айăплава палăртма ыйтнă.

Унчченхи айăплав вăхăтне те татса пĕтерменнине кура, Вăрнар район сучĕн йышăнăвĕпе А.Бородкова пĕтĕмĕшле икĕ çуллăха ирĕкрен хăтарса, колони-яла янă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;