Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Стартерсем çухалнă

Апрелĕн 25-30-мĕшĕсенче Вăрнарта пурăнакан Б.-н Упнерти пушă ларакан çуртне халлĕхе тупса палăртман çын кĕрсе тухнă. Вăрă пÿрте алăк пробойне кăларса кĕнĕ, тăхăнмалли япаласем йăкăртса кайнă.

Апрелĕн 28-мĕшĕ умĕнхи каçхине К.Маркс ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнче те тепĕр киревсĕр ĕç çырăннă. Такам хуçалăхăн Çавалкассинче вырнаçнă машинăпа трактор паркĕнче «хуçаланнă», вĕсем хыççăн икĕ МТЗ-82 трактор çинчен икĕ стартер çухалнă. Паянхи кун техника йÿнĕ мар та, вăрă ялхуçалăх производство кооперативне 9 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;