Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЯКОВЛЕВ МĂНУКĔСЕМ

Чăваш чĕлхи кунне районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче чаплăн паллă тăваççĕ, конкурссем, викторинăсем, тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ.

Кăçал И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнĕ май çак куна тата анлăрах ирттерме тăрăшрĕç. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçăрăвĕпе акă«Туслăх хĕлхемĕ» конкурс иртрĕ. Унта районти шкулсенчен 7-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртрĕ. «Çăлтăрчăк» конкурсра вырăс шкулĕсенче вĕренекенсем хăйсен ăсне кăтартрĕç. Чи маттурри Кульцав шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Татьяна Яштайкина ( учителĕ - Нина Николаевна Михайлова) пулчĕ, республикăна кайма тивĕçрĕ. «Яковлев мăнукĕсем» конкурсра хăйĕн  презентацийĕпе Санарпуçĕнчи вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен  Денис Михайлов çĕнтерчĕ. Вăл район чысне республикăра хÿтĕлесе 1-мĕш вырăна тухрĕ. Çавăншăн ăна Пĕтĕм çĕршыври «Орленок» лагере кайма путевка парса чысланă. Учителĕ - Валентина Анатольевна Александрова.

Районта кашни çулах чăваш чĕлхипе тата литературăпа олимпиада йĕркелеççĕ. Районта 1-мĕш вырăна тухса республикăра хутшăнма Вăрнарти 2-мĕш шкулти 9-мĕш класри Кристина Зайцева тивĕç пулчĕ (учителĕ - Эльвира Анатольевна Христофорова). Эпир районта çакăн пек  ăслă «Яковлев мăнукĕсем» пурришĕн савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр. Вĕсен шучĕ татах хутшăнасса ĕмĕтленетпĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
06 мая 2008
00:00
Поделиться
;