Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ах, вăрçă, вăрçă...

Ах, вăрçă, вăрçă!..

Çирĕ аттене,

Улт-çич çултах ачалăха пĕтерчĕ...

             М.ВАСИЛЬЕВ.

 

 

Ака уйăхĕн юлашки кунĕсем...

Хура анасем шурă тĕтре çĕкленĕ. Çырма-çатра тăрăх шыв кĕрлет. Сарă хăмăл хушшинче кайăк чĕвĕлтетет, çиелтен хурт-кăпшанкă вĕçет. Кăчăлти курăк савăннă.

- Çут çанталăк вăранчĕ, - тете анне. Вăл пире, Аркаш шăллăмпа иксĕмĕре, çырма хĕрринчи ăшă çерем çине илсе тухнă. Путекле чупкалама сĕнсе хăварчĕ те вĕлтĕрен пухма васкарĕ. Шăллăм пĕрмай çимелли тархаслать.

- Кĕç ак тачка мăянпа пиçен ÿссе хăпарĕç, - тет анне. Унпа пĕрле эпĕ те алла вĕтелесе-пĕçертсе вĕлтĕрен касатăп.

- Салтак килет! - кăшкăрса ячĕç кÿршĕ ачисем. - Волоть ашшĕ пулмалла!

Анне шак хытса тăчĕ. Шăллĕне хăйне ыталаса илсен тин палларĕ.

- Эсĕ-çке, Ухванеç! Мĕтри мар-ши, тесе, чут ÿкеттĕм. Виçĕ çулта виçĕ çыру илтĕм те урăх хыпар çук, - вĕри куççульне тутăр вĕçĕпе шăлчĕ те шăлчĕ.

Пире вĕтĕр-шакăр çавăрса илчĕ. Мăннисем салтакран тем те пĕр ыйтса пĕлесшĕн. Анне çăмах яшки шутласа кăларнă хушăра кукки Днепр урлă пăрлă шывра ишсе чирлени, суранĕсем пĕрмай нăйкăшни çинчен калаçрĕ.

- Сăр хĕрне мана йывăр çын пулнине пăхмасăр хăваларĕç. Пин-пин хĕрарăм шăннă çĕре чавса асаплантăмăр, - терĕ анне. - Ванька, санпа пĕр варта выртни, Сталинградра йывăр аманнă, госпитальте выртнă, ик эрнелĕх отпускра пулчĕ. Кăкăрĕ тулли орден-медаль, хулпуççийĕ çинче тăватă çăлтăр.

Кукка шур чул евĕр катăка вакласа, пылак татăксемпе хăналарĕ. Сахăрĕ те, яшки те, çĕрĕк улма икерчи те  ай-яй тутлă пулчĕ! Вăрçă хуйхи-синкерĕ çапса тăнă ялта пĕтĕм кÿршĕ-аршăпа пĕр авăклăх уяв турăмăр. Кукка ирпе Малти Ишеке тухса утрĕ.

Аттене, Дмитрий Степанович Скворцова, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 1942 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче илнĕ. Вăл 39-та пулнă. Вунна капашнă вăхăтра Хапăс чиркĕвĕн шкулĕнче вĕреннĕ. Хутла лайăх пĕлни паллă. Хăйне харсăр, хастар, хăюллă тытнă. Ахальтен мар пуль çирĕм пĕррере чухнех, 1924-мĕшĕнче, Михаил Фрунзе çарне лекнĕ. Чапай евĕрлĕ «пуçсăр» кавалерист шутланнă. Басмачсене тăрпаланă хушăра - тĕлĕнтерет, пĕр шутласан! - хăйне хăй вĕрентсе ветеринар пулса тăнă. Мăньял Хапăса таврăнсан ман пулас аттене, хĕрсем ялтах май çук килĕштерсе пăрахнăскере, тупкăч карчăксем çулса илеççĕ, темшĕн (вăрттăнлăхне эп пĕлейместĕп) Малти Ишек енне илĕртеççĕ, Еремей Мĕкĕтин Наçтукĕпе паллаштараççĕ. Атте (ку хальхилле пулать-ши;) тÿрех авланса ярать. Анне (ирех хам лайăх пĕлетĕп) шутсăр ĕçчен хитре хĕр пулнă. Мускав-Хусан чукун çулĕ çинче ĕçленĕ вăхăтра ăна ылтăн çĕрĕ парнелесе чысланă.

Ялта, колхозсем чăмăртаниччен, ветеринарта та, кавалерист та кирлĕ пулман çав. Атте Вăрнарти «Райлесгаз» пĕрлешĕвне вырнаçать. Штатлă расписанийĕнче «десятник» тенĕ. Дмитрийпе Анастасийăн ун чухне Марье хĕрĕ ÿсет.

1928-мĕшĕнчен атте каллех çар службинче. Ветеринарпа лесникрен пулеметчик пулса тăрать. Киле таврăнсан çар тумтирне çар комиссариатне леçсе парать те (йĕрки çапла пулнă) ĕçе унчченхи вырăнĕнче тĕпленет. Маркел çуралать. Вăрманта тăрмашнă хушăрах аттепе анне килте выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. «Ял-йыш санах тапăнчĕ, атя яла», - тет аттене тин кăна чăмăртаннă «Гигант» колхоз пуçлăхĕ Виктор  Емельянов. Атте пирвайхи кунах лашине колхоз витине леçет, ялти  эртеле явăçать. Кассăпа складсене ăна шанса параççĕ. Тыр пул ăнса йăтăнать. Шкул, культура çурчĕ çĕкленет, выльăх-чĕрлĕх витисем тулса пыраççĕ, тырă кĕлечĕсем хушăнаççĕ, пушар деповĕ хăпарса ларать, çил арманĕ, çу уçламалли,  çăм таптармалли, авăн çапмалли машинăсем хута каяççĕ. Малтанхи çулах колхозниксене тырă (ĕçкунĕ пуçне - çуршар пăт), çĕрулми, пыл, купăста  тата ытти пахча çимĕç валеçĕнет, мĕнле ÿркенмен: кишĕрне, хăярне, помидорне, махоркине -  пурне те вырăнтах туса илнĕ.

 Йĕтемре ĕçлекенсен çăпата салтса тыр пĕрчисене çавăнтах силлесе хăвармалла пулнă-мĕн. Перекетлĕ пурăннă. Пурнăç тунă. Вăрă шухăшĕ кайрантарах тĕвĕленнĕ пулас... «Емельяновсен вăхăтĕнче пирĕн патра никама та вăрăпа тытман тетчĕ анне. Ман хамăн та: влаçа Горбачев киличчен йĕркеллĕрех пурăнаттăмăр теес килет.

Пĕр хамăн тăван атте кун-çулĕ тăрăх шутласан та, еплерех паттăрла пурăнма пултарнă эпир! Юрать-ха вăрçăччен никам çĕнтерейми совет халăхĕ калăпланса çитнĕ. Атте тем тĕрлĕ ĕçе те пултарнă. Çулталăк çурăри вăкăра мăйракаран çулса илсе çĕр çине çавăрса хунă. Вăрçа пула çавнашкал мĕльон-мĕльон харсăрсемсĕр тăрса  юлнă-çке эпир. Аттесем хыççăн хавшарăмăр пулас - хамăра çавăрса çапрĕç...

Вăтăр пиллĕкре атте виççĕмĕш хут салтак тумĕ тăхăнать. Хĕрлĕ Çарăн Хасан кÿлли таврашĕнчен Япони  Çарне каялла хÿтермелле...

Кукка, Иван Никитич Долгов, Томск хулин прокурорĕ, 1974 çулта пирĕн  патра хăналаннă хушăра çапла каласа панăччĕ: «Аçу 1938 çулта  ман тĕлтен çывăхранах иртнĕ. Те вăтаннă вăл, те укçи çитмен, ман киле шыраман...»

Атте киле çаврăнса çитнĕ вăхăтра «Гигант» колхоз районĕпех кĕрленĕ. Кунта ĕç кунĕ пуçне пĕрер пăт тырă валеçнĕ. Хуçалăх пуçлăхĕсене вĕчĕхекен-кĕвĕçекен çынсем тупаççĕ, элеклесе, Максим Чарков председательпе Максим Чарков председательпе Максим Терентьев бухгалтера тĕрмене яраççĕ. Ман атте, сисчĕвленсе-сыхланса, унччен-тахçан ĕçленĕ вăрмана  çул тытать, Калинино лесничествинчи карталуй вăрманĕнче çÿрет (Кĕперлĕ Кÿлхĕрри таврашĕ). Хĕллесенче йывăç турттарма Шукшавăшран тытăнса Пĕнер станцине çитичченех пăрлă çул хывнă. Çав çул палли паян кунчченех курăнать. Çулла юман клепка, утă, вутă хатĕрленĕ.

- Килте пурăнса кураймарĕ аçу, - аса илчĕ анне. - Вăрçă та вăрçă, пĕрмаях канма юраман ĕç...

Аллăмĕш çулсенче аттен пиччĕшĕпе Çимун мучипе унăн ывăлĕпе Кольăпа пĕрле эпĕ атте ура пуснă йĕрсем тăрăх тата ун ячĕпе хисепленекен пайтах çÿренĕ, утă тунă, хăмла пуçтарнă, çырла шыранă, унтах аттен «кубанка» çĕлĕкне çухатса хăварнă.

«Пулеметчик эпĕ, ярăр мана вăрçа, - тенĕ атте Гитлер тапăннă кун. Ун заявленине çур çултан çырлахтарнă. Анне ĕнси çинче эпир ултă ача тăрса юлнă. Аркаша вăл, ман шăллăма, аттене вăрçа ăсатнă кунран тепринче, январĕн 27-мĕшĕнче, çуратнă.

Атте çырăвĕсем пирки анне каланă тăрăх, вăл Ржев таврашĕнче çапăçнă. Тытăçусем кунта çав тери хаяр пынă. Вăрçăччен икçĕр утмăл пин çын пурăннă хулара икçĕр çын çеç чĕррĕн тăрса юлнă.  Пĕлетпĕр-çке: Гитлер Мускав енне хăйĕн чи тискер йышшисене вĕслетнĕ. Вĕсен 53 пин тупă, 3 пин самолет, 6,5 пин танк - 40 дивизи пулнă. «17 кунта Мускава çĕрпе танлаштаратăп!» каппайланнă фашист. Анчах 203 кунта ăна «тайфунĕпе» пĕрле хăйне аркатса кутăнла çулĕпе 200 çухрăма кăларса ывăтнă. Анчах А.Твардовский сăввинчи сăмахсене ман атте каланă пек туйăнса тăрать: «Я убит подо Ржевом...»

26-мĕш аттешĕн телейсĕр число пулса тухнă: кăрлачăн 26-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш çĕршывĕпе сыв пуллашнă, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă. Тем те пĕр тÿссе, тăватă хутчен çар ретне тăрса, хĕрĕх çул та пурăнайман. Эпир те  ачалăх савăнăçне пĕлеймесĕр ÿсрĕмĕр. Пирĕн пеккисем, вăрçă ачисем, пурăннă чухне, вăрçă трагедийĕ вĕçленмест. Çитменнине, халь мана халăха вăрçăсăрах пĕтерни хытă кулянтарать.  Статистика суймастех ĕнтĕ: пилĕк миллион ача - ачасăрлăх: шкул тулашĕнче тăрса юлать, çапкаланса çÿренипе пăсăлать...



"Çĕнтерÿ çуле"
08 мая 2008
00:00
Поделиться
;