Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кульцавра 47 çул каялла çапла пулнă

Хĕрĕх çичĕ çул каялла ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Кушлавăш текен вуникĕ ял уйне» кĕрекен Кульцав салине Мускавран хыпар çитнĕ: СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ йышăннă Указпа Сергей Ксенофонтович Короткова, пĕтĕм çĕршывĕпе чапа тухнă колхоз ертÿçине «Çурлапа мăлатук» ылтăн медальпе иккĕмĕш хут наградăланă. С.К.Коротков - Чăваш Республикинче пурăнакансенчен çак чыса  тивĕçнĕ пĕртен-пĕр çын. Вăйлă тыр-пул çитĕнтерсе, фермăсенче йышлă тата тухăçлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе çултан-çул пысăк çитĕнÿсем тăвакан хуçалăх тилхепине пĕр улшăнмасăр виçĕ теçетке çул тытса пынă ертÿçĕ ячĕпе Кремльтен, КПСС Тĕп Комитетĕнчен, СССР Ял хуçалăх министерствинчен, ытти министерствăпа ведомствăран, КПСС Чăваш обкомĕнчен, Министрсен Канашĕнчен, республикăн Аслă Канашĕн Президиумĕнчен, Чăваш Енĕн пур районĕпе хулинчен Кушлавăшпа Пăтавăш шывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă вырăс ялне саламлă телеграммăсем пĕрин хыççăн тепри килсе тăнă. Вырăнти çыхăну уйрăмĕ вĕсене йышăнма та ĕлкĕреймен, çавна май Вăрнарти тĕп почтамт операторĕсене те кÿлнĕ çак ĕçе. Коротковăн килĕнчи телефон вара пачах та шăпланма пĕлмен, паллаканнисем те, палламаннисем те Сергей Ксенофонтовича пысăк чыс-сума тивĕçнĕ ятпа саламланă. Акă мĕнле çырнă вăл хăйĕн «Кульцав çути» кĕнекинче (кĕнеке Патшалăхăн Политика издательствинче 1963 çулта çулла кун çути курнă, çав çулхи раштав вĕçĕнче Шупашкарта пичетленсе тухнă): «Çак самантра эпĕ ытарма çук çынсене -  хамăрăн ентешĕмĕрсене çав тери мухтаса та  савса аса илтĕм. Манăн мухтав вăл - вĕсен мухтавĕ, пирĕн пĕтĕм колхоз мухтавĕ. Шухăшăмпа Мускава, Кремле çити  ÿкрĕм, Никита Сергеевич Хрущевăн кăмăла çĕклекен хĕрÿ сăмахне, унăн ăслă канашĕсене тата вăл Кульцав çыннисене атте пек ăш пиллĕн каланă сăмахсене çĕнĕрен итленĕн туйăнчĕ мана...»

Кун умĕн кăшт маларах кăна С.К.Коротков КПСС Тĕп Комитечĕн черетлĕ Пленумне хутшăнса сăмах та каланă-мĕн. Хрущев ăна çичĕ çуллăх плана вăхăтран чылай маларах тултарнă хуçалăхсене кĕртме «Ылтăн кĕнеке» туни тата унта Кульцаври В.И.Ленин ячĕллĕ колхоз пулма тивĕçли çинчен пĕлтернĕ. Çав Пленумран çĕнĕрен çуралнăн хавхаланса таврăннă Сергей Ксенофонтович. Никита Сергеевич сĕннипе «уй-хир пикине» - куккуруса - 150 гектартан кая мар лаптăк çинче пăхса ÿстерме, хăйсемпе тупăшăва тухнă Винница облаçĕнчи КПСС XXII съезчĕ ячĕллĕ тата Эрмен ССРĕнчи Н.С.Хрущев ячĕллĕ колхозсемпе ăмăртма сăмах панă. Каланине Пăтавăш çийĕн вĕçекен  çилпе юхтарса яман Кульцавсем. Çав çулхи тăватă уйăхрах вĕсем патшалăха сĕт, аш-какай тата çăмарта сутмалли çур çулхи плансене 1,5 хута яхăн пурнăçлама вăй-хал çитернĕ... Кунпа пĕр вăхăтрах хăйсемпе кÿршĕллĕ «Путиловка» (Йĕпреç районĕ) тата «Родина» (Вăрнар районĕ) хуçалăхсене шеф пулăшăвĕ парса тăма май тупнă.

Тÿперен илĕртÿллĕн кулса пăхакан хĕвеле сăвăçсем Гагарин куллипе танлаштарнă хушăра Вăрнарти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат çумĕнче йĕркеленĕ литпĕрлешĕве ертсе пыракан Петĕр Ялгир вара Короткова мухтав юрри кÿме çĕнĕ сăнлăхсем шыранă. Çав вăхăтра кун çути курнă хаçатăн пĕр номерĕнче эпĕ вырăнти «шăпчăкăн» çакăн пек йĕркисене асăрхарăм:

Кульцав çийĕнче çăлтăрсем çутăрах,

Кульцав çийĕнчи çăлтăрсем ăшăрах.

Вĕсем куç хĕсеççĕ кунти çынсене,

Анаççĕ кайран ушкăнпах ял çине...

Çапла çырнинче вăлтса калани вуçех те çук. Ара, сарлака та аслă çĕршывăн  хăш ялĕ мухтанма пултарĕ-ши хăйĕн 13 Ĕç Геройĕпе; Тĕрлĕ шайра çапăнса тухакан энциклопедисене апла-капла çавăркаласа пăхсассăн та Кульцав пеккине  ниçта та шыраса тупаяс çук. Кострома облаçĕнчи «Караваево» сăнав-кăтарту хуçалăхĕ те ĕç паттăрĕсен йышĕпе пирĕн тăрăхри вырăс ялĕпе танлашаймĕ.

... Манăçми аса илÿ каллех мана 47 çул каяллахи ака уйăхĕн 18-мĕшне куç умне кăларма хистет. Çав çул çуркунне ир килчĕ теме çук, уйăх варринче те юр кайса пĕтейменччĕ. Кушлавăшпа Пăтавăш шывĕсем çинче тинтерех пăр тапраннăччĕ. Кульцавăн капăр çурчĕсем илем кÿрекен урамĕсенче хаваслă юрă-çемĕ янăрарĕ кунĕпех. Ялти вăтам шкулта та (эпĕ ун чухне 10-мĕш класра вĕренеттĕм), Культура çуртĕнче те Короткова  «Çурлапа мăлатук» ылтăн çăлтăрпа иккĕмĕш хут наградăланă ятпа савăнăçлă митинг ирттерчĕç, Шупашкартан, Вăрнартан килнĕ яваплă çынсем Коротковсен сумлă, пархатарлă ĕçĕсене хакламашкăн пĕринчен тепри лайăхрах та вырăнлăрах сăмах шырарĕç. Пĕтĕм Союзри радиоран  килнĕ Юрий Летунов журналист хатĕрленĕ репортажсен ярăмĕ темиçе кăларăмра та эфира тухнă пек ас тăватăп.

Пирĕн ялтан Кульцава çитме çичĕ çухрăм. Шкул ачине кашни кун  çак çула каллĕ-маллĕ утса тухма çăмăл мар тесе эпĕ Дуся ятлă пĕччен хĕрарăм патне хваттере вырнаçнăччĕ. Вăл, ĕмĕрне Кульцаври ĕне ферминче ĕçлесе ирттернĕскер тата Тăван çĕршывăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕскер, нумай сăмахлама юратмасчĕ. Таврари çынсем ăна малашлăхра мĕн пулассине тĕрĕс палăртма пултаракан асамçă вырăнне хуратчĕç. Ун чухне «экстрасенс» тени чĕлхене кĕрсе çирĕпленменччĕ-ха. Культура çуртĕнчен митингран таврăнсан Дуся аппа калани тĕлĕнтернĕччĕ. «Эпĕ паян ирпе курнă тĕлĕк чăна тухас пулсан вăл тата 2 уйăх ытларах кăна пурăнĕ...» Кам хистенĕ-ши ăна çав сăмахсене чĕлхинчен вĕçертсе яма; Коротков çавăн хыççăн больницăра чылайччен сипленнĕ, анчах чиртен тасалайман. 1961 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи ял хуçалăх ĕçченĕсем Кульцава канашлăва пуçтарăнсан унăн чĕри тапма чарăннă...

 



"Çĕнтерÿ çуле"
08 мая 2008
00:00
Поделиться
;