Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пахалăхлă ĕç - тупăш çăлкуçĕ

Ял çынни çурхи уявсене мĕн ĕлĕкрен хирти тата  пахчари ĕçсенче кĕтсе илнĕ. Çурхи кун çулталăк тăрăнтарать тесе ахальтен каламан ваттисем. Авă çăкаллă-явăшсем Çĕнтерÿ кунне кĕрекере мар, уй-хирти хĕрÿ ĕçре паллă тăваççĕ. Кун пирки «Мураты» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Геннадий Петрович Спиридонов çапла каласа пачĕ:

- Кăçалхи ака-суха ĕçĕсене çĕнĕ халпа çĕнĕ ĕмĕтпе хатĕрленсе тухрăмăр, вĕсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа ирттертĕмĕр. 215 гектар çинчи çурхи тырăсем лайăх шăтса тухрĕç. Кĕр тыррисем те парка çитĕнеççĕ.

- Каçарăр та, Геннадий Петрович, калчасем лайăх шăтса тухнин сăлтавĕ мĕнре; - ыйтрăм эпĕ.

- Мĕн акатăн - çавă шăтать теççĕ халăхра. Çур акине тухиччен вăрлăхсене йăлтах ака стандартне çитертĕмĕр, пысăк тухăç паракан сортсене кăна акрăмăр, минераллă удобренисене ытларах хыврăмăр.

- Çĕр улми туса илессипе эсир районта малта пыратăр, ăна сутса пысăк тупăш куратăр. Ку енĕпе лару-тăру еплерех;

- Çĕр улми лаптăкĕ çĕр гектартан та иртет. Унăн лаптăкне кăна мар, тухăçĕпе тупăшне ÿстерсе пырас енĕпе те çулсерен пысăк тимлĕхпе ĕçлетпĕр. Çĕр улми туса илессине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелерĕмĕр. Пĕтĕм ĕçе механизацилесе çитернĕ май, ăна туса илме каякан тăкаксем чакрĕç. Тупăшне ытларах илес тесе çĕр улмие аякри вырăнсене ăсатма тăрăшатпăр. Кăçал та, ав, Çурçĕрти Тинĕс Çар Флочĕ валли çĕр улми тиесе яма ещĕксем нумай туса хатĕрлерĕмĕр.

Г.Спиридоновăн ертсе пырас ĕçре ырă енсем нумай. Çĕр ĕçченĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерме, вĕсене хавхалантаруллăн, кăтартуллăн ĕçлеттерме ертÿçе пĕлÿпе ĕçченлĕх кăна мар, çирĕп чун-чĕре иксĕлми вăй-хал, пысăк ăсталăх та кирлĕ. Çак лайăх енсем шăпах ăна илем кÿрсе тăраççĕ те. Вăл, çынсен чĕрисене хăюлăхпа хавхалану туйăмĕсене кĕртме хăнăхнăскер, уй-хиртен тупăш ытларах илессишĕн пуçарнă кĕрешĕве ăста ертсе пырать. Çакна çураки ăнăçлă иртни те, калчасем парка çитĕнни те яр уççăн çирĕплетсе парать.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 мая 2008
00:00
Поделиться
;