Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Район энциклопедине - М.П.Тинехпи ячĕллĕ диплом

Нумаях пулмасть тĕп хуламăрта - шурă Шупашкарта - тавра пĕлÿçĕсен съезчĕ пулса иртрĕ. Эпĕ те хутшăнтăм унта.

Тавра пĕлÿçĕсен пултаруллă ертÿçи пулнă, халĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ В.П.Никитин (Станьял) хăйĕн докладĕнче юлашки виçĕ çулта тăван тăрăха тĕпчесе чăваш халăхĕн чăннипех пултаруллă паттăрĕсем çинчен çырнă пичет материалĕсемпе паллаштарчĕ, канăçа çухатса истори, культура çинчен çырнă краеведсене палăртрĕ, тĕрлĕ премисемпе чысларĕ.

Пирĕн Вăрнар район энциклопедийĕ М.П.Тинехпи ячĕллĕ диплома тивĕçрĕ. Ăна чăваш халăхĕн авалхи историне тĕпчесе çырнă ĕçсемшĕн, халăх, республика, область, район историйĕсемшĕн параççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 мая 2008
00:00
Поделиться
;