Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Степановсем Мăн Явăшра та пурăннă

Вăрçă вăхăтĕнче фронт çывăхĕнчи районсенчен мирлĕ халăха çĕршывăн шалти, фронт çитмен хăрушсăр вырăнсене хăвăртрах куçармалла пулнă. Совет правительстви çак ĕçе çирĕп йĕркепе пурнăçлама пултарчĕ. Эвакуаципе куçса килнĕ халăхсене пирĕн патра кашни ялта кĕтсе илсе хваттерсене вырнаçтрса пычĕç, колхозсем тÿлевсĕр апат-çимĕçпе пулăшса тăчĕç. Аслисем пире эвакуаципе килнĕ çынсемпе кăмăллă пулма ыйтатчĕç. Пирĕн ялта, Мăн Эльменте, вĕсем икĕ çемье пурăнатчĕç, ачи-пăчи çукчĕ. Пуканкассинче ачаллă çемьесем те пурччĕ. Ярмушкари çичĕ çул вĕренмелли шкулта пирĕнпе 6-мĕш класра Шляхман Яша еврей ачи вĕренетчĕ. Ăна никам та кÿрентермен, хăй те кăмăллăскерччĕ, пирĕнпе выляма юрататчĕ.

Ман умра акă «Сыны Отечества: воспоминания и размышления» кĕнекен 3-мĕш томĕ. Кĕнеке авторĕ Шупашкар районĕнчи Анаткас Мăрка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан отставкăри подполковник Геннадий Викторов. Ку кĕнекере унăн Владислав Алексеевич Степанов генерал-майор çинчен çырнă повеçĕ пур. 2006 çулта Çĕнтерÿ уявĕ умĕн Владислав Степанов Эрик Васильевич полковникпа Вăрнар районĕнче пулнă. Çавăн чухне вăл çак кĕнекене Владимир Москвин журналиста парнеленĕ. Парне-кĕнекене Владимир Иванович Мăн Явăшри вăтам шкулти Ĕçпе Çар Мухтавĕн музейне яланлăха упрама парнелерĕ. Вăл хаклă экспонат шутланать.

Владислав Алексеевич Степанов генерал-майор 1937 çулта Псковра çуралнă. Вăрçăччен унăн ашшĕпе амăшĕ хулари йĕтĕн сÿс фабрикинче ĕçленĕ. Ашшĕ инженер-электрик пулнă, амăшĕ - сÿс чавакан машина маçтăрĕ. Вăрçă пуçлансан унăн ашшĕне, Алексей Яковлевича, фабрикăра ĕçлекенскере хуларан илсе тухма хушнă. Эвакуаци пуçланнă. Çынсем хăйсем пурăнакан вырăнсене васкавлăн пăрахса хăварса лавсемпе, машинăсемпе, çуран Ленинграда каякан шоссе тăрăх Аслă Новгород хули еннелле куçнă.

Владислав Степанов ун чухне тăваттăри ача пулнă, хăйсене Вăрнар станцине илсе çитернине лайăх астăвать. Ашшĕ те, Алексей Яковлевич, эшелона ăсатма пĕрлех килнĕ. Вĕсене кĕтсе илме станцине ялсенчен лавсем пынă. Степановсен çемйине Калинино районĕнчи Çавалкас ялне илсе килнĕ. Кунта вĕсем Иванов фронтовикăн килĕнче пурăнма пуçланă. Анчах кил хуçи фронтран аманса хăрах урасăр таврăнсан, Степановсен çемйине Мăн Явăша куçарнă. Кунта вĕсем вăрçă чарăничченех пурăннă. Ялта Ленинградран килнĕ тата икĕ çемье пулнă. 1941 çулта Алексей Яковлевич çемйипе сывпулашса Мăн Явăшран фронта тухса кайнă.

Фашистсене çĕнтернĕ хыççăн Алексей Яковлевич çемйине Пскова илсе кайнă. Степановсем патне Çавалкасри «Çуталла» колхоз председателĕ Алексей Емельянович Емельянов çыру янă. Вăл Алексей Яковлевича çемйипех Çавалкаса куçса килме чĕннĕ. Вĕсем эвакуаципе                                                                          пулнă вăхăтранпах пĕр-пĕринпе çыхăнăва тытман. Алексей Яковлевич килĕшнĕ. Çемйипех куçса килнĕ. Вăл электростанци тума, яла электрофикацилеме пулăшнă. Ĕçлесе илнĕ укçапа А.Я.Степанов Çавалкасрах пÿрт туяннă. Владислав 5-мĕш класс таран Туçи Мăрат шкулĕнче вĕреннĕ, чăвашла лайăх калаçнă. Çавалкасра пурăннă чухне 1948 çулта Степановсен Лева ятлă ывăл ача çуралнă.

1950 çулта А.Я.Степанова Калининăри промкомбинат директорне лартнă. Çакăн хыççăнах Степановсем Калининăна пурăнма куçнă. Владислав Калининăри вăтам шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. 1952 çулта «Советская Чувашия» хаçатра 7 класс пĕтернĕ çамрăксем валли Хусанта Сывлăш Çар Вăйăсен виçĕ çул вĕренме ятарлă шкулĕ уçăлни çинчен хыпарласа çырнă. Владислав унта ăнăçлă вĕренме кĕнĕ, ылтăн медальпе пĕтернĕ. Курсанта авиаци инженерĕсене хатĕрлекен Жуковский ячĕпе хисепленекен академине яма палăртнă пулнă, анчах В.Степанов килĕшмен, «манăн вĕçес килет, летчик пулатăп», - тенĕ.

Владислав Степановича 1955 çулта Балашоври йывăр бомбардировщиксен училищине вĕренме янă. Унта инçе вĕçевсем тăвакан авиаци летчикĕсене вĕрентсе хатĕрленĕ. Ăна та хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ.

1961 çулта Çĕнĕ Çĕр çинче уçă атмосферăри полигонра ядерлă хĕçпăшала сăнанă çĕре  хутшăннă. Кунта унăн экипажĕ 13 вĕçев тунă. Ядерлă бомбăсене 11-11,5 çухрăм çулăмĕнчен парашютпа  пăрăхнă, вĕсем çĕртен 2-3 çухрăм çÿллĕшĕнче çурăлса арканнă.

1962-1984 çулсенче самолетсем çинче командир пулса вĕçнĕ.Командирсем хатĕрлекен ВВС академине пĕтернĕ.

Владислав Алексеевич Чăваш Республикине килкелесех тăрать. Ашшĕпе амăшне вăл Шупашкарта пытарнă. Шупашкарта халĕ Лева ятлă шăллĕ пурăнать. Чăваш ене вăл хăйĕн иккĕмĕш тăван енĕ тесе шутлать. Чăвашла калаçнине лайăх ăнланать.



"Çĕнтерÿ çуле"
08 мая 2008
00:00
Поделиться
;