Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿçĕ ăрăвăн паттăрлăхĕ яланлăх çăлтăрла çунĕ

...Колхоз правленийĕнче ирхи «летучка» пырать. Председатель ял хуçалăх продукчĕсен тупăшĕпе паллашать, хăйĕн специалисчĕсене çĕнĕ хушусем парать... Çамрăксем çăмăл вальс çаврăмĕнче шкулпа сыв  пуллашаççĕ. Вĕсем çĕнĕ ĕмĕтсемпе çунатланнă. Анчах... радиоприемникран янăракан хăрушă хыпар ырă шухăшсене вуçех  татать... Вăрçă пуçланнă...

Район администрацийĕн специалисчĕсем лартнă импровизаци культура çуртне пухăннă кашни çынна хумхантарса ячĕ. Пире, паянхи ăрăва, историлле пулăма аса илниех сисчевлентерсе ярать те, çĕнтерÿçĕ ăру çак тискер, вилĕмле тапхăра мĕнле чăтнине, мĕнле тÿснине калама та хĕн. Тăватă çула тăсăлнă иккĕмĕш тĕнче вăрçи  çĕршывăмăрти кашни тенĕ пек çемьене хăйĕн «хура аллипе» пăвнă. Ирĕклĕхпе никама пăхăнманлăхшăн вилĕмрен хăрамасăр тăшманпа çапăçма акă районтан вунпĕр пин те 526 çын çĕкленнĕ. Шел, 5961 салтак тăван çĕре таврăнайман, вĕсене вăрçă вучĕ хĕрхенÿсĕр çунтарнă.

Фронтпа тыл пĕр харăссăн çĕкленсе нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 63 çул çитрĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявне çулран çул чаплăрах паллă тăватпăр. Питĕ шел, çакна вăрçăра çапăçнисен пысăк пайĕ кураймасть. Вăхăт таппипе тÿрленми сурансем вĕсене пирĕнтен ыйтмасăр çÿл тÿпене илеççĕ. Районта та 240-ĕн кăна юлчĕç вĕсем - вăрçă паттăрĕсем. Сывлăхĕсем хавшанине пулах нумайăшĕ ав уяв каçне те килеймерĕ.

Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин  кăкăр тулли орден-медальлĕ ветерансене пĕтĕм халăх ячĕпе чунран тухакан сăмахсемпе саламларĕ, çĕнтерÿçĕ ăрăвăн паттăрлăхĕ çăлтăрла яланлăх çуннине палăртрĕ.

Сцена çинчен янăракан вăрçă юррисем экран çинчи документаллă кадрсемпе çыхăнса çав çулсен тискерлĕхĕпе инкекпе тепĕр хут куç умне кăларчĕç. Вĕсенче амăшĕсемпе ачасен, тăлăх арăмсен хÿхлевĕ, тупă-пăшал сасси, ишĕлекен хуласен кĕрлевĕ «янăраса» тăчĕ. Ветерансен куçĕсем иртнĕ кунсене, юнлă çапăçу хирĕсенче выртса юлнă юлташĕсене аса илсе, çавăн пекех хăйсене манманшăн, çапла чаплăн чыс тунăшăн тав тунипе шывланчĕç...

Майăн 9-мĕшĕнче поселокри тĕп площадьре иртнĕ Аслă Çĕнтерÿ уявĕ те асаттесемпе асаннесен ăрăвĕн чун-чĕринче ырă йĕр хăварчĕ. Саксем çине вырнаçса ларнăскерсене пĕрин хыççăн тепри пырса çупăрларĕ, мирлĕ пурнăçшăн тав турĕ, чечек çыххисем тыттарчĕ.

Тĕрлĕ хăмпăсемпе, чечексемпе, транспорантсемпе ялкăшакан колоннăсем хăйсен палăртнă вырăнĕсене вырнаçрĕç. Митинга Вăрнар хула поселенийĕн пуçлăхĕ Василий Львов торжествăлла лару-тăрура уçрĕ.

Район пуçлăхĕн Анатолий Кузьминăн сăмахĕсем чĕресене пырса тиврĕç. Вĕсенче пиншер фронтовик, мирлĕ халăх вилĕмĕшĕн кулянни,  пирĕн салтаксем выçăллă-тутăллă çапăçса тăшмана çĕнтерсе вăрçă хыççăнхи ăрăва телей парнеленишĕн тав туни яр уççăн палăрчĕ.

- Çак вăрçă этем историйĕнче юлашки пултăр, ун синкерлĕхне урăх никам та ан туйтăр, - терĕ вăл.

- Сирĕн тата ачăрсен вăрçă мĕнне пĕлмелле ан пултăр! - терĕ вăрçă участникĕ Николай Васильевич Игонин та. Вăл вăрçăн хĕмлĕ вучĕ витĕр тухнă. Витебск патĕнче аманнă, госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех çапăçăва кĕнĕ. Паян унăн кăкăрне хăюлăхпа паттăрлăхшăн панă орден-медальсем илемлетеççĕ.

- Çĕнтерÿçĕ салтаксене мухтав! - пĕрре мар янăрарĕ трибуна çинчен. Шкул ачисем ветерансене сырса илчĕç, чечек çыххисем парнелерĕç.

Асăну скверĕ, салтаксен тăванлăх вил тăприйĕ, Совет Союзĕн Геройне Анатолий Иванова тата чукун çул вокзалĕ умĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксем те чечек кăшăлĕсем ăшне путрĕç.

Вăрнар тата Йĕпреç районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов приказ панă хыççăн предприяти-организацисен илемлетнĕ колонни трибуна умĕпе ура! кăшкăрса иртрĕ.

Каçхине уяв программи малалла тăсăлчĕ. Вăрнарсемпе пĕрле Аслă Çĕнтерÿ кунне «Янташ» эстрада ушкăнĕ пайларĕ. Каçхи тÿпере йăлкăшнă фейерверк совет халăхĕн  паттăрлăхĕ манăçманнине çирĕплетрĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;