Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем инçерех те инçерех юлса пыраççĕ. Хĕрÿ çапăçусене хутшăннисен, ку юнлă вăхăта курнисен йышĕ те хăвăрт чакать. Апла пулсан вĕсен асаилĕвĕсем пирĕншĕн тем пекех хаклă.

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнче, акă, районти тĕп библиотекăн ача-пăча литературин уйрăмĕн вулав залĕнче Хăюлăх урокĕ иртнĕ, унăн теми - фронтовик ывăлĕн асаилĕвĕсем. Урок тĕлне фронтовик пурнăçĕпе тата унăн вăрçăри çулĕпе паллаштаракан «Çĕр çинчи пурнăçшăн» экспресс-курав йĕркеленĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ В.Кудряшов Вăрнарти 1-мĕш шкулти 3 «б» класра вĕренекенсемпе тĕл пулнă, хăйĕн ашшĕн хаяр вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Вăл «Катюша» миномет çинче зенитчик пулса вăрçă витĕр тухнă.

Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче вулав залĕнчех «Астăвăм парачĕ» утренник иртнĕ, ăна Аслă вăрçă çулĕсенче завод станокĕсем умĕнче тăрса, колхоз хирĕсенче çăкăр ÿстерсе ачалăх мĕнне пĕлмен, ячĕсем пысăк сас паллисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне çырăнса юлнă арçын ачасемпе хĕрачасене халалланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;