Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасем пушар кăларнă

Çуллахи ăшă кунсенче пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çивĕч тухса тăрать. Вăрмансенче канакансем хăйсем хыççăн йĕркесĕрлĕх хăвараççĕ, шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май ачасем ирĕкре... Çапла майпа ку тапхăрта тимлĕхе татах та ÿстермелле. Ăшă та çиллĕ çанталăкра инкек тухсан, пушара сÿнтерме йывăр, вăл хăвăрт вăй илсе хăй çулĕ çинче пĕтĕмпех тĕп тума пултарать.

Ачасем пирки вара  уйрăммăнах каласа хăварас килет. Шкулсенче каникулсем пуçлансан, садиксем вăхăтлăха хупăнсан вĕсене çирĕп пăхса-асăрхаса тăмалла. Ача хăйне хăй, асăрхавсăр ан çÿретĕр, унăн аллине нимле майпа та шăрпăк ан лектĕр.

Ача-пăча айăпĕпе, акă, юлашки вăхăтра районта виçĕ пушар çырăннă. Апрель пуçламăшĕнче Вăрнарта сарайсем çуннă. Апрелĕн 28-мĕшĕнче Кивçурт Мăратра тухнă пушарăн сăлтавĕ те - ачасем шăрпăкпа алхасни. Вĕсем туалетра шăрпăкпа вылянă, каярахпа çулăм юнашарах вырнаçнă сарай çине куçнă, унăн тăрри  çунса кайнă.

Май уйăхĕн 2-мĕшĕнче «хĕрлĕ автан» Мăньял Хапăс ялĕнче хăйĕн сассине панă, каллех пĕр хуçалăхра вут-çулăмпа сарай  тăрри сиенленнĕ. Хальхинче те ачасен айăпĕпе.

Май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Вăрнар çывăхĕнчи вăрманта çăмăл автомашина çунса кайнă. Яваплă çынсем ку инкек сăлтавĕсене тупса палăртассипе тимлеççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал районта пушар 13 хутчен алхаснă. Телее, вĕсенче çынсен пурнăçĕсем вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем пулман.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;