Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Чи юратнă хаçат

Мускавра, тăван республика тĕп хулинче тата районта тухса  тăракан хаçатсене çулсерен çырăнса илетĕп. Анчах вĕсенчен чи юратни - «Çĕнтерÿ çулĕ». Ăна аллă çул ытла ĕнтĕ кăмăлласа вулатăп. Тĕрĕссипе, хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Районти радиовещани ĕçлеме пăрахнăранпа чылайăшĕ Вăрнар тăрăхĕнчи хыпарсене пĕлеймесĕрех юлать. Халĕ пирĕншĕн, ял çыннисемшĕн, район пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштаракан пĕртен-пĕр  шанчăклă çăлкуç - «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат кăна тăрса юлчĕ.

Эпĕ хам та «Çĕнтерÿ çулне» хушăран заметкăсемпе корреспонденцисем çыркалатăп. Хаçат унчченхинчен илемлĕрех, лайăхрах тухма тытăнни кăмăла çĕклет. Юлашки вăхăтра критикăлла заметкăсем курăнма тытăннине те ырламалла. Анчах  вĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнни çинчен яваплă çынсем хурав памаççĕ. Манăн тата хаçат страницисенче 20-30 çул каяллахи пек «Капкăн кĕтесине» те курас килет.

Юлашкинчен манăн çапла сĕнес килет: районти пĕр кил те «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатсăр ан юлтăр. Çырăнăр, вулăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;