Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Патриотла киносен фестивалĕ

Июнĕн 1-5-мĕшĕсенче Шупашкарта пĕрремĕш хут патриотла киносен Пĕтĕм тĕнчери «На Волжском рубеже» фестивалĕ иртет. Ун йĕркипе республикăна актерсемпе режиссерсен пысăк ушкăнĕ килсе çитмелле. Илемлĕ фильмăн жюри председателĕ - Раççей киновĕн легенди, СССР халăх артисчĕ, РФ Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Армен Джигарханян.

Фестиваль юхăмне тăсассине Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров та ырласа йышăннă. «Ку кăсăклă, усăллă тата инвестицисене илĕртекен проект», - тенĕ вăл.

- Паянхи Раççей киновĕ - тĕрлĕ енлĕ, шел, яланах халăхăн кăмăлне тивĕçтермест. Эпир чăн-чăн, патриотла фильмсемшĕн тунсăхласа çитрĕмĕр. Чăваш еншĕн фестивале ирттерес опыт хăех питĕ хаклă пулĕ, - палăртнă культура министрĕ Р.Лизакова.

Аса илтерме, вăрçă киновĕн Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ шăпах Шупашкарта пурнăçа кĕме тытăннă. Юрий Озеров ячĕпе хисепленекенскер, 2003 çулта вăй илнĕччĕ. Çак кинофорумпа танлаштарсан, ку  хутĕнче Шупашкара икĕ хут ытларах актер пухăнмалла, вăл йышра - Анатолий Васильев, Александр Голобородько, Людмила Хитяева, Юрий  Назаров, Лариса Лужина, Владимир Литвинов т.ыт.те. Малтанласа палăртнă тăрăх, документаллă киносен председателĕ «Беслан ачисем» фильмăн режиссерĕсенчен пĕри - Вадим Цаликов - пулĕ.

Проект йĕркипе илемлĕ, документаллă, ретроспективлă тата ача-пăча киновĕсене кăтăртма палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;