Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Суперкубок - «Химикра»

Чăваш ен суперкубокĕ иртнĕ эрнекун, майăн 9-мĕшĕнче, Йĕпреç поселокĕнче иртнĕ. Вăрнарти «Химик» унта Шупашкарти «Волгăпа» тĕл пулнă.

«Волга» - пĕлтĕрхи вăйăсен кубокĕн хуçи. Маларах вăл химиксен аллинче пулнăччĕ. Тĕп парнешĕн кăçалхи вăйă та хĕрÿ иртнĕ. Çапах та пирĕн команда шупашкарсенчен вăйлăрах пулнă, матч «Химик» майлă вĕçленнĕ. Çĕнтерÿ илсе килекенĕсем - Олег Порфирьевпа Евгений Мамайкин, вĕсем пĕрер мечĕк тапса кĕртнĕ. Шупашкарсен шутра пĕр мечĕк кăна.

«Химикăн» умра тата пысăкрах вăйăсем. Паян акă Чăваш ен кубокĕн 1Ÿ16 пайĕнче вăл Шупашкарти «ОМОН» командăпа тĕл пулать. Майăн 16-мĕшĕнче республика чемпионачĕ пуçланать.

Акатуй парнисемшĕн

Икĕ эрне яхăн ĕнтĕ районта Акатуй парнисемшĕн футбол турнирĕ пуçланнăранпа. Тупăшура - ултă команда. Пĕрремĕш ушкăнра «Химик», «Вурнарыдорстрой» тата «Санары» агрофирма», иккĕмĕшĕнче ял хуçалăх техникумĕн, «Гвардеец» тата Çĕрпел ял командисем выляççĕ.

Çаврăмсенчи тĕл пулусен кăтартăвĕсем çапла. Килти вăйăра «Химик» тата «Санары» агрофирма» командăсем матча никам çĕнтерейменнипе (3:3 шутпа) вĕçленĕ. Хăнара «Химик» санарпуçсене 5:1 шутпа çĕнтернĕ.

Акатуй кубокĕн пĕлтĕрхи хуçи - «Вурнарыдорстрой» команда - шел, икĕ тĕл пулура та выляса янă: химиксене - 2:6, санарпуçсене 4:5 шутпа.

Иккĕмĕш ушкăнра ял хуçалăх техникумĕн çамрăкĕсем çĕрпелсене - 3:2, «Гвардеец» техникум командине - 4:1 тата çĕрпелсене 0:3 шутпа парăнтарнă. Турнир малалла пырать.



"Çĕнтерÿ çуле"
14 мая 2008
00:00
Поделиться
;