Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемье ыйтăвĕсем яланах тимлĕхре

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă мероприятисене çулсеренех çĕнĕлĕхсем кĕртме тăрăшаççĕ. Республикăра çак кун умĕн кăна «Эпĕ тата манăн пысăк çемье» акци старт илчĕ.  Статистика паянхи куна Чăваш енре нумай ачаллă çемьесем сакăр пин ытла пулнине çирĕплетет, районта - 662. Ку эрнере кăна мар, вĕсем социаллă, медицина ĕçченĕсен яланхи тимлĕхĕнче.

Çемье кунĕ районти чылай çемьешĕн асăнмалла иртрĕ. Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕнче акă вунă çемьене савăнăçлă лару-тăрура амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене пачĕç. Ытларахăшĕ çак хаклă хута иккĕмĕш ачашăн илчĕç. Кивьял Нурăсри Татьяна Семенова, Кивьял Хапăсри Елена Кузьмина тата Ярмушкари Рената Молостова вара кăçал çут тĕнчене виççĕмĕш ача парнеленĕ.

- Çакнашкал мероприятисен витĕмĕ пысăк, - тет ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен Вăранр районĕчи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Ирина Григорьевна Смолина. - Унта хутшăнакансем çемье пĕлтерĕшне туллин туйса илеççĕ. Ачисен пичĕ-куçĕнче йăлтăртатакан кулăна курсан вара чĕре савăнать, эппин, ку çемьере лăпкăлăх, юрату, ăнлану хуçаланать...

 Ирина Григорьевна республикăра çемьесене пулăшассипе йышăннă программăсем çинче, вĕсене паракан çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. «Чăваш ен» тĕллевлĕ программа акă икĕ çумпрограммăна пĕрлештерет - «Сывă ăру» тата «Ачасем тата çемье». Иккĕмĕшĕ çамрăк ăрăва преступленилле ĕçсем тăвассинчен асăрхаттарассипе, тăлăх, инвалид ачасене пулăшассипе ĕçлет. Çавăн пекех республикăри пекех районта та «Çулталăкри чи лайăх çемье» конкурс иртет, çемье династийĕсене чысласси йăлана кĕнĕ.

Районти пенси управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Семенова сертификатсемпе усă курассин условийĕсемпе паллаштарчĕ.

Çак кунах районти опекăпа попечительство органĕ çавра сĕтел тавра усрав-çемьесене пухнă. Наталья Михайловна Шайхулисламован çемйи акă тăватă ачана хăй хÿттине илнĕренпе вунвиçĕ çул иртнĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр тăван тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле вĕсене те ура çине тăратма пултарнă вăл. Çичĕ ачинчен иккĕшĕ аслă шкул пĕтернĕ, тепри универстиетра 3-мĕш курсра пĕлÿ илет.

Опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ Римма Федорова усрав-çемьесене ачасен ыйтăвĕсене банкра, медицина тата ытти учрежденисенче татса пама пулăшакан свидетельствăсем панă. Пухăннисем воспитани, çемьери хутшăнусем пирки калаçу йĕркеленĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
17 мая 2008
00:00
Поделиться