Свалка валли ятарлă вырăн пулмалла
Кăçалхи апрельте Вăрнар район прокуратури промышленноç тата йăла каяшĕсене вырнаçтармалли объектсемпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене йĕркелесе пыракан саккунлăх мĕнле пурнăçланнине тĕрĕсленĕ. Çапла майпа Вăрнар хула поселенийĕ ку саккунлăха туллин пăхăнманни курăннă.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă тăрăх, Вăрнарти Ленин урамĕнчи 75-мĕш тата 77-мĕш çуртсем хушшинче, Гагарин урамĕнчи 103-мĕш çурт çывăхĕнче (кĕпер айăккинче тата айĕнче), Тракторнăй тăкăрлăкри 2-мĕш «б» çурт çывăхĕнче тата Дачная урамра санкцилемен свалкăсем туса хунă. Кунта полиэтилен кĕленчесем, производство каяшĕсем, металлолом, хут михĕсем кăларса пăрахса купаланă.
«Производство тата усă курнă хыççăнхи каяшсем çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, ку ушкăнри каяшсем шутне чĕртаварсен, материалсен, полуфабрикатсен, производство процесĕнче тата усă курнă хыççăн пулнă ытти продуктсен юлашкисем, хăйсен пахалăхне çухатнă таварсем кĕреççĕ.
Санитарипе-эпидемиологи тĕлĕшĕнчен ăнăçлă лару-тăрăва тивĕçтерессипе çыхăннă федераллă саккунра палăртнă тăрăх, каяшсене пухмалли, усă курмалли, сиенсĕрлетмелли, турттармалли, упрамалли мелсемпе меслетсем çынсен сывлăхĕшĕн хăрушсăр пулмалла. Вĕсем РФ санитари правилисемпе тата ытти нормативлă актсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланмалла.
«Производство тата усă курнă хыççăнхи каяшсем çинчен» тата «РФ вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем» çинчен федераллă саккунсенче кăтартнă тăрăх, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕсен шутне йăла каяшĕсене тата çÿп-çапа пухасси тата илсе тухасси те кĕрет.
Палăртмалла, çакнашкалах саккуна пăснă тĕслĕхсем Аçăмçырми ял поселенийĕн территорийĕнче те тупăннă. Акă, ял администраци çурчĕ çывăхĕнчех полиэтилен кĕленчесем, тĕрлĕ çÿп-çап выртнă. Çавăн пекех Аçăмçырми шкулĕ айăккинче, Ишлĕ ялĕ енчен Аçăмçырмине кĕнĕ çĕрте, Çĕмĕрле тата Вăрнар районĕсен чиккинче (Аçăмçырми ялĕнчен 1,5 çухрăмра) йăлари хытă каяшсене пăрахмалли санкцилемен свалкăсем туса хунă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсене кура Вăрнар район прокуратури айăплисем - çÿлерех асăннă поселенисен ĕçченĕсем, поселокра тата ялсенче санитари лару-тăрăвĕшĕн яваплисем - тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен ĕçсем пуçарнă.