Тĕнче кубокне халалласа
Шупашкарта хăвăрт утассипе иртнĕ 23-мĕш Тĕнче кубĕкĕн ăмăртăвĕсене эпир пысăк кăмăлпа, ăна шăпах пирĕн тăван çĕрĕмĕр çинче ирттерме тивĕç çĕнсе илнипе мăнаçланса пăхрăмăр, Раççей командишĕн, уйрăммăн Чăваш ен спортсменĕсемшĕн, пăшăрхантăмăр. Кубок иртрĕ - Раççейĕн пĕрлештернĕ команди ку спортра чи вăйли пулнине çирĕплетрĕ.
Çамрăксен камран тĕслĕх илмелли пур. Палах пирĕн районта та паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсем патне кармашма тăрăшакансем сахал мар. Çакна Тĕнче кубокне халаласа ирттернĕ ăмăрту та çирĕплетет. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем акă ял хуçалăх техникумĕн стадионĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе икĕ кун тупăшрĕç. Программăна хăвăрт утассине кĕртнине те палăртса хăвармалла, ку енĕпĕ чи маттуррисем - Ярмушкари тата Кульцаври вăтам шкулсенче вĕренекенсем Карина Сорокина тата Александр Ефимов.
Ытти тĕссенче палăрнисем: О.Иванова, С.Ильин (Аçăмçырми), А.Гончаров (1-мĕш шкул) - çÿллĕшне сиксе, З.Иванова, С.Васильев, А.Сергеева (Ярмушка), М.Федоров (1-мĕш шкул), В.Матвеева, О.Иванова (Аçăмçырми), А.Николаев, Ф.Виноходов (Калинино), А.Макаров (Хирпуç), М.Михайлова (Шĕнер Ишек) - тĕрлĕ дистанцие чупса, И.Ижелеева (Вăрман Кипек), Р.Власов ( Калинино) - диск ывăтса, С.Васильев (Мăн Явăш), В.Белова (Аçăмçырми) - йĕтре тĕксе, О.Иванова (Аçăмçырми), А.Тимофеев (Калинино) - тăршшĕне сиксе, А.Порфирьев (Кĕçĕн Кипек) - сăнă ывăтса.