«Хыпар» никĕслевçи» кĕнеке куравĕ
Чăваш халăхĕн пултаруллă, талантлă ывăлĕсенчен пĕри – Николай Васильевич Никольский. Вырăс наукипе культурин паллă ĕçченĕ, чăваш хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕ – издателĕ, революцичченхи профессора тухнă пĕрремĕш чăваш, пĕтĕм ĕмĕрне Атăл тăрăхĕнчи халăхсен историне, этнографине, фольклорне тата чĕлхине тĕпчесе ирттернĕскер, чăвашăн историйĕпе ăслăлăхĕнче, искусствинче уйрăмах тарăн йĕр хăварнă.
Çак паллă çынна халалланă Хирпуçĕнчи библиотекăра хатерленĕ кĕнеке куравне.